Куç пек кӗтекен вакцина август тӗлне хатӗр пулма пултарать
Енчен те коронавирус улшăнмасан, ун чух вакцинăна прививкăсен календарьне кӗртме пултарӗç.
Гамалея ячӗллӗ эпидемиологипе микробиологи тӗпчев институчӗн директорӗ Александр Гинцбург коронавирусран вакцина август уйăхӗнче хатӗр пулма пултарассине «Россия 1» телеканала «Опасный вирус 5» фильм валли панă интервьюра каланине пӗлтерет «Татар-информ» ИА «Известия» хыпарӗ çине таянса. Александр Гинцбург сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра вакцинăна тӗрӗслеççӗ. Енчен те нимӗн те чăрмантармасан ăна август уйăхӗ тӗлне хатӗрлесе çитермелле, анчах коронавирусăн мутациленес йăли те пулма пулатарать, ун чух ученăйсен кашни 2-3 сезонран çӗнӗ штамран вакцине хатӗрлеме тивет.
Шел те, хальлӗхе коронавирус сарăлма чарăнмасть-ха. Тутартанра паян та 84 çынра тупнă. Вӗсенчен 16-шне больницăна леçме тивнӗ. Чир тӗпрен илсен, Хусанта сарăлать, çак 84 çынран та акă, 60-шӗ шăпах тӗп хулара пурăнакансем. Районсенчен: Çырчалли, Пăва, Çӳлту, – 2-шер, Апас, Çӗпрел, Анат Кама, Нурлат, Сапа, Спасск – 1-ер, Лайăш – 3, Ешӗлвар – 6. Çапла вара май уйăхӗн 17-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавируспа чирленисем 2232-ӗн. 1173-шӗ сывалнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев