Кукморта кăçатă ярмăркки иртет
Кукморта çак кунсенче – январӗн 5-6-мӗшӗсенче – «Кукморские валенки» X Пӗтӗм Раççейри халăх пултарулăхӗн фестиваль-ярмăркки иртет.
Ӗнер унта ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, ТР Обществăлла палатин председателӗ Зиля Валеева, ТР Халăхсен культурипе чӗлхисен аталанăвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Ляйсан Низамова, ТР Инновацисене ӗçе кӗртес тата йăла-йӗркесене упраса хăварас ресурс центрӗн директорӗ Алсу Мифтахова, ТР Туризм енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗн çумӗ Анастасия Софьина, республикăри Çамрăксен аграри пӗрлешӗвӗн ертӳçи Миляуша Загидуллина тата Хусанти патшалăх культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева çитсе курнă.
Кăçал фестивале вуншар çынран тăракан 8 команда хутшăннă. Вӗсем Атня, Балтаси, Заинск, Кукмор, Мензеле, Рыбно-Слободски районӗсенчен килсе çитнӗ. Çавăн пекех юбилейлă фестивале Марий Элтан, Удмуртирен тата Пушкăртстанран хутшăнакансем те пур кăçал.
Фестиваль питӗ интереслӗ: кунта творчествăпа спорт ăмăртăвӗсем, чи пысăк кăçатă конкурсӗ, вырăнти ал ӗç ăстисем хатӗрленӗ сувенирсемпе кăçатă ярмăркки иртеççӗ. Çакăнта урана ăшă тытакан кăçатта йӳнӗ хакпа туянма пулать.
Паллах, кун пек мероприятисем концертсăр мар ӗнтӗ. Фестиваль-ярмăрккан хедлайнерӗсем кăçал тутар эстрада артисчӗ Марат Яруллин, ТР тава тивӗçлӗ артистки Марина Карпова тата «Закария» фолк-ушкăн пулнă.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев