Культура инфраструктурине аталантарма Тутарстан 2,5 млрд тенкӗ янă
Анăç енчен санкцисем пынă вăхăтра, Раççейшӗн культура уйрăм пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать
«Культурăна аталантарасси –патшалăха, граждан обществине çирӗплетмелли, нацисем хушшинчи тăнăçлăхпа килӗшӗве упрамалли чи пӗлтерӗшлӗ ресурссенчен пӗри. Культура сферин инфраструктурине аталантарма 2,5 млрд тенкӗ янă. «Культура» наци проекчӗн мӗн пур федераллă тӗллевлӗ кăтартăвӗсене пурнăçланă. Аса илтеретӗп, çуртăн хăрушсăрлăхӗн тата эксплуатацийӗн мӗн пур нормисене пăхăнмалла», – тесе палăртнă Рустам Минниханов ТР Культура министерствин анлă коллегийӗнче.
ТР культура министрӗн Ирада Аюпован сăмахӗсемпе, Анăç енчен санкцисем пынă вăхăтра, Раççейшӗн культура уйрăм пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать. 2012 çултанпа Тутарстанра 343 çӗнӗ культура çурчӗ тунă тата 289-шне юсанă. Анчах та Аюпова палăртнă тăрăх, объектсене тӗрӗс эксплуатацилесси пирки ыйтусем пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев