Купăсçăсене «Выля, хут купăс!» фестивалӗ хутшăнма чӗнеççӗ
Августăн 22-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче купăс калама юратакансем пухăнаççӗ. Çак кун унта чăваш халăх пултарулăхӗн «Выля, хут купăс!» фестивалӗ иртет. Мероприяти 10.00 сехетре пуçланать.
Сцена çине купăсçăсем, фольклор ансамблӗсем, солист-такмакçăсем, опытлă ăстасем те, çамрăксем те тухӗç. Конкурс яланхи пекех темиçе номинаципе иртет: пӗччен юрлакансем, ансамбльсем, хутăш коллективсем. Такмак юратакансем валли ятарлă «Янра, такмакăм!» номинаци кӗртнӗ йӗркелӳçӗсем. Жюри вăйă техникине, артистизма, аудиторипе ӗçлеме пӗлнине тата халăх репертуарне упранине хаклӗ.

Фестивальте хăнасем чăвашсен йăла-йӗркипе паллашма, йăлана кӗнӗ апат-çимӗçе тутанса пăхма, вырăнти ăстасен япалисене курма, мастер- классене хутшăнма пултарӗç. Программăра яланхи пекех пултаруллă купăсçа тата баяниста Петр Носкова асăнса тунă мини-музей уйрăм вырăн йышăнать.
Йӗркелӳçӗсем Тутарстанри тата ытти регионти купăсçăсене фестивале хутшăнма йыхравлаççӗ. Тӗп услови — халăх культурине юратмалла тата сцена çине наци тумӗпе тухмалла. Заявкăсене августăн 18-мӗшӗччен novoshesh-cks@yandex.ru электронлă почта урлă ямалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев