Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Курава хутшăннă чи ватă ветеран 90-ра

Паян Хусан Кремлӗнчи Тутарстан историйӗн музейӗнче республикăри пенсонерсемпе ветарансен пултарулăхӗн куравӗ уçăлнă.

Мероприятие Халăхсем хушшинчи аслă çулти çынсен кунне халалланă. Курава республикăри халăх пултарулăхӗн конкурсӗнче çӗнтернӗ ветерансен ӗçӗсене тăратнă.    

Тутарстан историйӗнче çакнашкал курава пӗрремӗш хут ирттереççӗ. Ăна уçнă çӗрте республикăри ветерансен «Балкыш» фестивалӗн лауреачӗ халăх инструменчӗсен ансамблӗ концерт программине кăтартнă. Унтан куракансене «Лечу над Россией» юрăпа Светлана Шалашова савăнтарнă.  

Курава уçма ведомствăсен ертӳçисемпе депутатасем килнӗ, вӗсем пултаруллă ватăсене чунтан саламланă. Ветерансем туса хатӗрленӗ япаласем чăннипе те тӗлӗнтереççӗ: бижутери, шăрçа çитлени, йывăçран касса тунă хатӗрсем. Хăнасем çавăн пекех керамикăран тунă ӗçсене, ӳкерчӗксене курнă.

Курава хутшăннă чи ватă ветеран 90-ра. Вăл Хусана йывăçран касса тунă «Шуралене» илсе килнӗ.

Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗсем, «Татар-Информ»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев