Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайăшри çӗнӗ урама доброволец ятне парӗç

Украинăра иртекен ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă салтак – Александр Савельев

«Кӗçӗн сержант Александр Савельев – Лайăш районӗнчен ятарлă çар операцине кайнă пӗрремӗш доброволец. Вăл унта икӗ хутчен пулнă. Унăн йăлтах пурччӗ – арăмӗ, ачисем, аппăшӗсем, çурчӗ, – вăл вара хăйӗн тивӗçне пурнăçлама – Тăван çӗршыва хӳтӗлеме кайрӗ. Александр вилнӗ хыççăн, хулара пурăнакансенчен унăн ятне ӗмӗрлетме ыйтса çырнă обращени килчӗ. Эпир район ӗçтăвкомне çыру çыртăмăр, топонимика комиссийӗ пуçтарăнса çак йышăнăва çирӗплетрӗ. Сессире депутатсем пӗр саслăн пулса çынсен пуçарăвне йышăнчӗ», – каласа панă журналистсене Лайăш мэрӗ Виктор Арефьев.

Савельев урамӗ – хулан хӗвелтухăç енче вырнаçнă çӗнӗ котедж поселокӗнче тӗп урам пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев