Алексеевски – Элмет çул «Европа – Хӗвеланăç Китай»транспорт коридорӗн пайӗ
2024 çул Тутарстан историне «Игры будущего» мультиспорт ăмăртăвӗпе БРИКС çӗршывӗсен саммичӗ кăна мар, çав тери пысăк пӗлтерӗшлӗ çулсем уçăлни те кӗрсе юлчӗ. Пысăк стандартлă паха çулсем Тутарстан экономикин пулас аталанăвӗ те, урăхла каласан транспорт потенциалне ӳстерни, халăхсем хушшинчи логистика коридорне интеграциленни.
Декабрӗн 31-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра çул-йӗр строительствин сезонне пӗтӗмлетнипе пӗрлех тӳлевлӗ çулсем уçăлни пирки те каласа пачӗç. Журналистсен ыйтăвӗсене ТР çул-йӗр министрӗ Фарит Ханифов, Хусан Ӗçтăвком ертӳçин хăтлăх кӗртес ыйтусемпе ӗçлекен çумӗ Игорь Куляжев, «Главтатдортранс» учрежденин директорӗ Эдуард Данилов, «Автострада» АО генеральнăй директорӗ Александр Комлев, «Оптима-технологии» тулли мар яваплăхлă обществăн директорӗ Рустем Рафиков хуравларӗç.
Çӗнӗ çул умӗн Хусанти çӗнетнӗ Горьковское Шоссе, «Пысăк Ешӗлвар» çулсене тата М7 «Волга» трассăн участокне уçнă хыççăнах Хусанти Мамадыш трактне пушатакан Вознесенски тракчӗн участокӗпе (7,6 километр) Алексеевски-Элмет тӳлевлӗ çулсем хута кайрӗç. Вӗсем пурте водительсемшӗн меллӗ те пысăк хăвăртлăхлă. Анчах юлашки иккӗшӗ тӳлевлӗ. Хусан хулинче тӳлевлӗ çул пулманччӗ-ха хальччен. Çав тăрăхра пурăнакансем валли альтернативлă тӳлевсӗр çул – Иман урамӗнчен пуçласа Закиевпа А.Глушко урамӗсем хӗресленнӗ тӗлччен, пурӗ 7,2 километр – та пур. Проект тăрăх çак участокра çуран çӳрекенсем валли 2 çул çийӗн тата 2 çул айӗн каçмаллисем тунă.
Чăн та, такăр çулшăн тӳлемелле. Спикерсем вӗсене водительсен тӳлееслӗхне тата инвесторсен интересӗсене шута илсе палăртнă терӗç пулсан та, ахаль çынсемшӗн сахал мар.
Хусанти Вознесенски тракчӗн участокӗнчи çулпа пынăшăн «Татдортрансинвест» АО концессионер çапла палăртнă: I категориллӗ çăмăл машинăсен (çӳллӗшӗ 2 метра çитменни) –90, машинăсем нумай çӳренӗ вăхăтсенче (06:30 – 09:00 тата 17:00– 19:30 сехетсенче) 150 – шар тенкӗ, II категориллӗ çăмăл машинăсен (çӳллӗшӗ 2 — 2,6 метрлисем) –150, III категориллисен (2,6 метр çӳллӗш тиевлӗ машинăсемпе автобуссем) – 250, IV категориллисем (çуллӗшӗ 2,6 метртан иртекен тиевлӗ машинăсемпе автобуссем) 350 тӳлемелле.
Алексеевски – Элмет халăхсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ автобан. 145 километра тăсăлакан çул Тутарстанăн Кама леш енчи пилӗк муниципаллă район витӗр иртет. Пысăк хăрушсăрлăхлă стандартлă А категориллӗ çул вăл, пурӗ 4 юхăмлă. Çул тăршшӗпе 42 искусствăлла инженери сооруженийӗ, çав шутра кӗперсемпе путепроводсем, туни çула хăрушсăр тăвать.
Харпăр инвестор хутшăннипе тунă пӗрремӗш çул вăл Тутарстанра. Çӗнӗ трасса малашне М7 «Атăлпа» М5 «Урал» çулсене çыхăнтарса «Европа – Хӗвеланăç Китай» халăсем хушшинчи транспорт коридорӗн пайӗ пулӗ. Ку автоçул чăрмавсăр тата юхăма ăслă йӗркелекен системăллă (ИТС).
Унăн хакне «Автострада» АО концессионер палăртнă. Алексеевски – Элмет çул хакӗ килметр тăрăх хисепленет. I категориллӗ машинăсемшӗн пӗр çухрăмӗ — 4,5 тенкӗ, II категориллисемшӗн — 6,75, III категориллисемшӗн — 9, IV категориллисемшӗн 18 тенкӗ. Тӗслӗхрен, çăмăл машинăпа Алексеевскинчен Элмете çити кайнăшăн 653 тенкӗ тухать.
Асăннă тӳлевлӗ çулсем вăхăта перекетленисӗр пуçне хăрушсăр та. Анчах та унпа усă курасси водительтен кăна килете Çул çине тăкакланас мар текенсем валли тӳлевсӗр çулсем те ӗçлеççӗ. Çул инфраструктурине патшалăхпа харпăр партнерство пулăшнипе çапла çӗнетме пултарнă регион.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев