Лариса Петрован кӗнекипе пӗрле карточка пуххи те пур
Кунсем тӗлӗнмелле хăвăрт малалла чупаççӗ, пӗрин хыççăн тепри килет – сисӗнмесӗрех эрне иртсе каять. Вӗсем çын пурнăçне малалла чуптараççӗ, çав вăхăтрах хăйсем те питӗ хаваслă пурăнаççӗ. Лариса Петрован «Кун ячӗсем. Дни недели» çӗнӗ кӗнекипе паллашсан хăвăрах куратăр. Юмах пуххи нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă, редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Юлия Лутошкина.
Мӗнлерех кӗнеке-ши вăл «Кун ячӗсем»? Кăларăма виçӗ сăвăлла юмах кӗнӗ: «Кунсем выляççӗ», «Кунсем ӗçлеççӗ» тата «Кунсем – хăнара». Кӗнекери кунсем – сăнарсем, чăн-чăн ачапча тейӗн вӗсене. «Кунсем выляççӗ» хайлавра, сăмахран, Тунтикун выляма юратать, Ытларикун ыйхăпа питӗ туслă, Юнкун юптару калама ăста, Кӗçнерникун лаша утланса чупма кăмăллать, Эрнекун валли электронлă вăйă пулсан урăх ăна ним те кирлӗ мар, Шăматкун шăпа ярать, Вырсарникун «вăкăрла» вăйăра пит маттур.
Чăваш кунӗсем ӗçлеме те ӳркенмеççӗ:
Çак кунсем ӗçе пит пикенсессӗн
Чарăнми ӗçлеççӗ хуть çӗрле,
Тунтикунпала турат иртсессӗн
Тунката кăлартăмăр пӗрле.
Е Кӗçнерникун мӗн ӗçленине пăхар-ха:
Кӗрепле тытса уя васкарăм –
Пычӗ манпала Кӗçнерникун.
Вăл пуçтарчӗ, эпӗ купаларăм –
Утă типсе кӗчӗ тепӗр кун.
Чăвашсен кунӗсем хăнана та çӳреме юратаççӗ иккен:
Çитрӗ, аш-какай хурса та пачӗ –
Кучченеçсӗр çӳремест Юнкун.
Кăшт ларса манпа пӗрле сăйланчӗ,
Тек лармашкăн вăхăт çукчӗ ун.
Купăста яшки те пиçсе тухрӗ –
Çитрӗ васкаса Кӗçнерникун.
Куршакри яшка вăраххăн хухрӗ.
Тутлă апатпа лăпланчӗ чун.
Кашни кунӗ çапларах пурăнать Лариса Петрован кӗнекинче. Вӗсен сăнарӗсене Юлия Лутошкина пултаруллă художник ӳкернӗ. Кăларăма икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ.
Кӗнекепе пӗрле кун ячӗсемпе паллаштаракан карточка пуххи те пур. Вӗсем чăвашсен кун ячӗсем мӗне пӗлтернине каласа парӗç. Вуланине асра тытма карточкăсенчи тӗрлӗ ӗç тата ваттисен сăмахӗсем пулăшӗç.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев