Лаша усракансене субсиди параççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Лаша усракансене субсиди параççӗ

Заявкăсене ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 11-мӗшӗччен йышăнаççӗ.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви лаша усракан харпăр хуçалăхсене тăкака саплаштарма субсиди парассине пӗлтерет.
Виçӗ çултан аслăрах кашни кӗсрешӗн 5-шер  пин тенкӗ уйăраççӗ. 

Заявкăсене ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 11-мӗшӗччен электронлă майпа «Мои субсидии» система урлă https://subsidiya.tatarstan.ru ямалла.
Тӗплӗнрех 8(843) 221-76-88 (8801) телефонсемпе шăнкăравласа пӗлме пулать тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.


Сельское хозяйство

Нет комментариев