Лейла Фазлеева: «Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр, вӗсем пире лăпкă пурӑнма май параççӗ»
Премьер-министр çумӗ ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене пулӑшас енепе мĕнле мерӑсем йышăнни çинчен каласа пачӗ.
Тутарстан çыннисем ятарлă çар операцине хутшӑнакансемпе мӑнаçланаççӗ, вӗсем пире лӑпкӑ пурӑнма май параççӗ. Кун пирки паян «ВСЕ СВОИ» патриотизм марафонӗ вӑхӑтӗнче Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева каларӗ.
«Ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансем – паян пирӗн çӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтерекенсем. Эпир вӗсене тав тӑватпӑр. Эпӗ те, республикӑри хӗрарӑмсен представителӗ пулнӑ май, ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пулсан вӗсемпе мӑнаçланнине пĕлтеретĕп. Паян вӗсем малти ретре пулни, пире мирлĕ пурнăçпа пурӑнма май парать», — каларĕ вӑл.
Премьер-министр çумӗ ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене пулӑшас енепе мĕнле мерӑсем йышăнни çинчен каласа пачӗ. Чи малтанах вӑл вĕсен ачисене мĕнле пулӑшу панине аса илтерчӗ.
«Республикӑра ятарлă çар операцине хутшӑнакансене кашни уйăхра 20 пин тенкӗ укçа тӳлеççĕ. Паянхи куна Тутарстанра 12 763 ача тӳлев илет», — палӑртрĕ Лейла Фазлеева.
Кунсӑр пуçне ачасене пӗлӳ илме пулӑшаççӗ: вĕсен вӗренӳ учрежденийӗсене кĕме приоритетлӑ право пур. Ятарлă çар операцине хутшӑнакансен çемьисенче ача çуралсан тин çуралнӑ ачасем валли наборсем парнелеççӗ.
Ятарлă çар операцине хутшӑнакансене хăйсене те пӗлӳ илме тата ӗçе вырнаçма пулӑшаççӗ. Вӗсене психологи пулӑшӑвӗ параççӗ, социаллӑ адаптаци иртме пулӑшаççӗ. Медицина пулӑшӑвне Хусанти тата Çырчаллинчи госпитальсенче те илме пулать. Кунсӑр пуçне Тутарстанра РФ оборона министерствин госпиталӗ те пур, хушса хăварчĕ Лейла Фазлеева.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев