Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Лейла Фазлеева юрăхсăра тухнă культура еткерлӗхӗн объекчӗсене тăтăш тӗрӗслесе тăмаллине асăрхаттарчӗ

2025 çулта Тутарстанра культура эткерлӗхне упраса хӑварма хывнă инвестицисен калӑпӑшӗ 5,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлассипе комитет председателӗ Иван Гущин ведомствăн январӗн 24-мӗшӗнче ТР Наци библиотекинче иртнӗ пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ.

2025 çулта Тутарстанра культура эткерлӗхне упраса хӑварма хывнă инвестицисен калӑпӑшӗ 5,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ.

Çак суммӑн çурри уйрӑм инвесторсен шутӗнчен тухнă. Кун пирки ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлассипе комитет  председателӗ Иван Гущин ведомствӑн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ.

Ведомствăн коллегийӗ январӗн 24-мӗшӗнче ТР Наци библиотекинче иртрӗ. Ун ӗçне РФ Культура министерствин Атăлçири управленийӗн ертӳçи Глеб Петухов, ТР Премьер-министр çумӗ Лейла Фазлеева, ТР Наукăсен академийӗн председателӗ Рифкат Минниханов, министерствосемпе ведомствосен, муниципаллă районсен представителӗсем хутшăнчӗç.

Комитет ертӳçин кăтартăвӗсемпе, проектпа реставраци ӗçӗсене бюджет тулашӗнчен тата ыркӑмӑллӑх фончӗсенчен килнӗ укçа-тенкӗ сумми 2,2 миллиард тенкӗрен иртнӗ.Тутарстан бюджетӗнчен çак тӗллевпе 3 миллиард тенкӗ уйăрнă, Федераци шутӗнчен – 400 миллион тенкӗ ытла.

Кирлӗ укçа-тенкӗн çурри ытла пайӗ ыркӑмӑллӑхçӑсенчен тата уйрăм çынсенчен çитни уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ. Гущин çакна  ӑнӑçу моделӗ пек палăртать. Çак финанс моделӗ пӗрле системăлла ӗçлеме май парать.

 2025 çулта Тутарстанра культура еткерлӗхӗн пӗрлехи реестрне 145 объекта кӗртнӗ. Культура еткерлӗхӗн объекчӗсен списокне тепӗр 23 позици хушнă, çав шутра унччен паллӑ пулман 11 археологи объектне.

Пӗтӗмлетес пулсна, 2026 çул пуçламӑшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 2 пин ытла культура еткерлӗхӗн объекчӗсене шута илнӗ. Вӗсен пысӑк пайӗ – 1,2 пин объект регион пӗлтерӗшӗллӗ, Федераци пӗлтерӗшлисем 473 объект, 357-шӗ вырӑнти пӗлтерӗшлӗ. Унсăр пуçне республикӑра  тинтерех тупнисен шутне 3,2 пин ытла культура еткерлӗхӗн объектне кӗртнӗ.  

Лейла Фазлеева Комитет ӗçне хакласа проблемăсем пуррине асăрхаттарчӗ. Вăл палăртнă тăрăх, Тутарстанра паяна 184 культура объекчӗ авариллӗ лару-тăрура. Ун шучӗпе, ку шут ӳсме те пултарать. Инвентаризаци ирттерни реставраци е юсав кирлӗ объектсене тупса палăртма май парать. Вӗсене юсама РФ Правительстви вăхăтне те палăртнă. Лейла Фазлеева Комитета юрăхсăра тухнă культура еткерлӗхӗн объекчӗсене кашни кварталта тӗрӗслесе тăма, ку ӗçе район пуçлăхӗсемпе пӗрле тума хушрӗ.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Сăнӳкерчӗксем https://okn.tatarstan.ru сайтран.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Объекты культурного наследия Республики Татарстан