Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫлекен пенсионерсене вӑхӑтлӑх карантинра ӗҫлеймен пирки парӑнакан пособи тӳлӗҫ

Манмаҫҫӗ

Кун ҫинчен журналистсене ТР Социаллӑ страховани фончӗн ертӳҫи Фердинат Закиров пӗлтернӗ.

Раҫҫей Правительстви апрелӗн 1-мӗшӗнче йышӑннӑ Постановлени 65 ҫултан аслӑрах, самоизоляцире ларакан страхланнӑ (официаллӑ ӗҫлекен)  пенсионерсене пырса тивет.

"Апрелӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 19-мӗшӗччен ӗҫлеме пултарайманнине ҫирӗплетекен  электронлӑ листок тӑвӑнать. Ун хыҫҫӑн тӳлевсем парӑнаҫҫӗ", – тенӗ Закиров.

Тӳлевсем пӗр хутчен кӑна пулмӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен шалӑвӑн тата больничныйӑн сведенийӗсене тултарса пырать.

 


Нет комментариев