«Лига форума» форума хутшăнма студентсенчен заявкăсем кӗтеççӗ
Августӑн 6-мӗшӗнчен пуçласа 22-мӗшӗччен Çырчаллинче Раççейрен тата ют çӗршывран студентсем пуçтарăнаççӗ. «Лига студентов Республики Татарстан» регионти общество организацийӗ Тутарстан Республикин Правительстви пулӑшнипе студентсен вӗренӳ форумӗ иртет.
«Лига форума» – хӑйне евӗрлӗ вӗренӳ площадки, унта хутшӑнни пӗлӗве анлӑлатма, усӑллӑ çыхӑнусем йӗркелеме тата пӗр шухӑшлӑ çынсене тупма пулăшать.
Форума Раççей Федерацийӗн 16-35 çулсенчи гражданӗсем тата 18-30 çулсенчи ют çӗршывра пурăнакансем конкурс суйлавӗ иртсен хутшӑнма пултараççӗ.
Кӑçал йӗркелӳçӗсем виçӗ тематика смени ирттереççӗ, вӗсенчен кашнинче 400-шер студент. Хутшӑнакан тӗллевсене тата географие кура хӑйне кирлӗ направлени суйлама пултарать:
1 смена – «Лига развития» (августăн 6-10-мӗшӗсенче). Тутарстан Республикин аслӑ тата професси пӗлӗвӗ паракан вӗрентӳ организацийӗсен студенчӗсем валли. Смена студентсене хăйсене лайӑхрах ӑнланма, ытти çынсемпе хутшӑнас ӑсталӑха аталантарма тата малашне карьера тума пулăшать.
2 смена – «Лига усиления» (августăн 12-16-мӗшӗсенче). Раççей регионӗнче пурăнакан студентсем валли. Тӗп темӑсем – студентсен хӑйтытӑмлӑхне аталантарасси тата хастарсем хушшинче опытпа ылмашӑнасси.
3 смена – «Лига интеграции» (августăн 18-22-мӗшӗсенче). Ют çӗршыв студенчӗсем, çавӑн пекех ют çӗршыври вӗренекенӗсемпе хастар хутшӑнакан Раççей çыннисемшӗн. Направлени – культурӑсен хушшинчи коммуникаци тата пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлесси.
Информаци пӗлес тесен Раççей университечӗсенче вӗренекен студентсем çак ссылкăпа кӗрсе кирлӗ информаци тупма пулатараççӗ, ют çӗршыв студенчӗсем çак ссылкăпа кӗмелле.
Электронлӑ заявкăна июнӗн 18-мӗшӗччен тултармалла та суйлав тапхӑрӗн кӑтартӑвӗсене кӗтмелле, списоксене июль уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен пичетлесси паллă.
Форумăн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев