Литература конкурсне заявкăсем йышăнаççӗ
Тутарстанра «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентстви тата Тутар кӗнеке издательстви пулăшнипе «ТАТМЕДИА» акционерлă общество «Геройлар янәшәдә» – «Герои рядом» патриотла литература конкурсӗ ирттерет. Унăн тӗп тӗллевӗ – йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене тата патриотизма аталантарасси.
Конкурса ятарлă çар операцине хутшăнакансен хастарлăхӗ, паттăрлăхӗ тата патриотизмӗ çинчен тутарла е вырăсла (2022 çултан кая мар) çырнă литература произведенийӗсене кӗтеççӗ. Заявкăсене март уйăхӗн 31-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Çӗнтерӳçӗсене тăватă номинаципе палăртаççӗ:
- «Повесть» – 1 вырăн – 300 пин тенкӗ (икӗ преми); 2 вырăн – 200 пин тенкӗ (икӗ преми); 3 вырăн – 150 пин тенкӗ (икӗ преми). Çавăн пекех хутшăнакансене хавхаллантарма тăватă (50 пин тенкӗ) тата икӗ (52 750 тенкӗ) преми параççӗ.
- «Калав» – 1 вырăн – 120 пин тенкӗ (икӗ преми); 2 вырăн – 70 пин тенкӗ (икӗ преми); 3 вырăн – 55 пин тенкӗ (икӗ преми). Çавăн пекех хутшăнакансене хавхаллантарма ултă (35 пин тенкӗ) преми параççӗ.
- «Поэма е сăвăсен ярăмӗ»: 1 вырăн – 150 пин тенкӗ (икӗ преми); 2 вырăн – 100 пин тенкӗ (икӗ преми); 3 вырăн – 70 пин тенкӗ (икӗ преми). Çавăн пекех хавхалантармалли ултă преми, кашнине 40 пин тенкӗ параççӗ.
- Очерк: 1 вырăн – 120 пин тенкӗ (икӗ преми); 2 вырăн – 70 пин тенкӗ (икӗ преми); 3 вырăн – 55 пин тенкӗ (икӗ преми). Çавăн пекех хавхалантармалли ултă преми, кашнине 35 пин тенкӗ параççӗ.
Заявкăсене «Открытый литературный конкурс патриотической направленности «Геройлар янәшәдә» – «Герои рядом» тесе litkonkurs.tatmedia@mail.ru электронлă адреспа ямалла. Кăсăклă информацие 8 (843) 570-31-12 телефонпа пӗлме пулать.
Конкурс çӗнтерӳçисене июнь уйăхӗн 12-мӗшӗнче палăртаççӗ.
«ТАТМЕДИА» АО сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев