ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн пайташне, нумай çул медицина сестринче тăрăшакан Людмила Криковăна ТР Сывлăх сыхлав министерстви «ТР Сывлăх сыхлавӗн хисеплӗ ӗçченӗ» паллăпа наградăланă.
Людмила Ивановна Хусанти 10№ поликлинкăра 2017 çултанпа процедурăсен медсестри пулса ӗçлет. ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн хастар пайташӗ вăл. Хăйӗн юратнă ӗçӗнче те, хӗрарăм-тусӗсемпе мероприятисем ирттернӗ çӗрте те хастарлăх кăтартать. Союзри хӗрарăмсене чăваш тӗрри тӗрлеме вӗрентессипе мастер-классем ирттерет.
Тăрăшуллă чăваш хӗрарăмне пуçлăхсем те асăрханă. Тата та лайăхрах ӗçлеме хавхалантарса кăçал февраль уйăхӗнче ТР Сывлăх сыхлав министерстви «ТР Сывлăх сыхлавӗн хисеплӗ ӗçченӗ» паллăпа наградăланă.
Нет комментариев