Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

М-12 уçăлнăранпа Хусантан Мускава çак çулпа автомобильсем 45 миллион хут иртнӗ

М-12 «Восток» трассăна 2023 çулхи декабрьте уçнăранпа Мускавран Хусана автомобилистсем çак çулпа 45 миллион хут çӳренӗ. Çакăн пирки «Автодор» патшалăх команийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Кăçалхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа августăн 31-мӗшӗччен М-12 çул çинче Мускавран Хусана çӳрекенсен шучӗ палăрмаллах ӳснӗ. Талăкра вăтамран 14,6 пин автомобиль иртет çак çулпа. Пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 8 процент нумайрах. Нихçанхинчен нумай машина кăçал июнӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ çак трассăпа – 24,9 пин. Автомагистралӗн Хусанпа юнашар участокӗнче çӳрекенсен шучӗ те нумайланнă. Çакă Дюртюли – Ачит çӗнӗ участока уçнипе çыхăннă. Вăл Пушкăртстана, Пермь крайне тата Свердовск облаçне çыхăнтарать. Ку çулпа талăкне вăтамран 7,5 пин машина çӳрет.

Аса илтеретпӗр, М-12 трассăн Мускавпа Хусана çыхăнтаракан участокне 2023 çулхи декабрь уйăхӗнче Раççей Президенчӗ Владимир Путин видеоçыхăну мелӗпе уçнăччӗ. 810 километр тăршшӗ автоçула рекордлă кӗске вăхăтра – виçӗ çулта – туса пӗтернӗ. Халӗ Хусантан Мускава 6,5 сехетре çитме пулать.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев