Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

М-12 «Восток» трассăна «Автодор» 2023 çулта туса пӗтерме палăртать

Владимир Путин М-12 трассăна Иркутскпа Владивостока çити тăсмалли çинчен пӗлтернӗ, çак çул Казахстана, Монголине, Китая илсе çитермелле.


«Пилӗкçуллăхăн (РФ правительстви 2022 çул вӗçӗнче çирӗплетнӗ çул строительствин пилӗк çулхи планӗ) юлашки тӳрлетӗвӗ пире хамăрăн пысăк капитал ямалли объектсене кăçалах туса пӗтерме май парать. Ку чи малтан М-12 «Восток» çул», – тесе пӗлтернӗ «Автодор» компани ертӳçин çумӗ Игорь Коваль. Ун сăмахӗсемпе, Екатеринбург енне каякан трассăна 2024 çулта тума палăртнă. Унсăр пуçне Аксай çумӗнчен иртсе каякан çула кăçалах тума тытăнӗç. 
Аса илтеретпӗр, Владимир Путин М-12 трассăна Иркутскпа Владивостока çити тăсмалли çинчен пӗлтернӗ, çак çул Казахстана, Монголине, Китая илсе çитермелле. Трасса Европа – Хӗвеланăç Китай халăхсем хушшинчи транспорт маршручӗн пӗр пайӗ пулса тăрать, унăн тăршшӗ 800 километра тăсăлать. Санкцисен вăхăтӗнче çак çул Ази çӗршывӗсемпе суту-илӳ çыхăнăвӗсене тӗреклетме пулăшмалла.
Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев