Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Май уявӗсем «Раççей – Манӑн истори» Истори паркӗнче

Раççей историне халалланӑ экскурсисемпе интерактивлӑ форматсене пӗрлештерекен «Мур-Май операцийӗ» тематика программи иртет

Кăнтăрла 12 сехетре «Раççейре майăн 1-мӗшне уявланин историйӗ» эксурсипе пуçланаççӗ мероприятисем. Парк ӗçченӗсем Майăн 1-мӗшӗн  пӗлтерӗшӗ мӗнле йӗркеленнине каласа параççӗ: рабочи юхӑмӗн XIX ӗмӗр вӗçӗнчи протест акцийӗсенчен пуçласа совет тапхӑрӗнчи массăллă демонстрацисем таранах. Уява халăх хăçан мӗнле йышӑнни çинче чарăнса тăраççӗ. Мӗншӗн пӗр тапхăр майăн 1-мӗшӗн сумӗ чакнине ăнлантарса параççӗ. Паллах, йăлана кӗнӗ атрибучӗсене аса илеççӗ.

Хыççăнах ачасем валли «Хусан кушакӗн юмахӗсем" квест пулать — Атӑлçи Пӑлхар историне халалланӑ интерактивлӑ маршрут. Хутшӑнакансен чӑн-чӑн истори сюжечӗсене тӗпе хурса заданисем иртмелле. Квест вӑхӑтӗнче Хусанпа çыхӑннӑ чи паллӑ историсенчен пӗрне — Хусан кушакӗсем Эрмитажа мӗнле лекнине, вӗсемпе пулса иртнӗ историсене уçса параççӗ.

Уяв мероприятийӗсене «Блеск и величие империи: церемониалы Российского двора» малалла тӑсать. Экскурсантсене кермен йăли-йӗркин тытӑмӗпе паллаштараççӗ. Экспозици власть тытӑмне тата общество иерархине кӑтартса парать.

 Сăнӳкерчӗк Истори паркӗн пресс-служби

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Праздники