Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мăкшăсен «Валда Шинясь» уявӗ Теччӗ районӗнче иртрӗ

Теччӗ районӗнчи мăкшăсем пурăнакан Кильдюшево ялӗнче иртнӗ мероприятире Мордва Республикин пуçлăхӗ Артём Здунов, Теччӗ район пуçлăхӗ Рамис Сафиуллин, ТР Мордва наципе культура автономийӗн председателӗ Наталья Сабитова хутшăннă.

Хӗвеле кӗлтăвассипе çыхăннă çуллахи чи вăрăм кун (уяв «Çутă кун» тесе куçать мордва чӗлхинчен) авалтан пыракан халăх йăли. Кильдюшевăра «Валда шинясь» 2014 çултанпа халăх уявӗ пек иртет. 2022 çултанпа вăл республикăн наци уявӗсенчен пӗри.  Çулран çул унта хутшăнакан илемлӗ пултарулăх коллективӗсен шучӗ ӳсет: 2024 çулта 14 коллектив хутшăннă пулсан, 2025 çулта 23 ансамбль килсе çитнӗ Кильдюшевăна. «Валда Шинясь» режиссерӗ Мария Стукалова кăçалхипе виççӗмӗш хут лартрӗ уява. Хăй наципе мăкшă, этнограф пулни уявра халăх йăлисене илемлӗн кăтартма пулăшни çинчен уяв умӗн иртнӗ пресс-конференцирех каласа пачӗ Мария Владимировна. 

Наци уявӗсенче куракана илӗртекен интерактивлă площадкăсем, ярмаркка пулчӗç. Вӗсемсӗр пуçне мордва халăх кӗрешӗвӗ те, темиçе тӗрлӗ пулăран пӗçернӗ шӳрпе те, ытти апат-çимӗç, кăмакара пӗçернӗ çăкăр... Тутарстанри тӗп халăхсенчен пӗрин – мордван – пӳртне те кӗрсе курма ирӗк пачӗç.

Теччӗ районӗнче СВОна хутшăнса Раççей Геройӗ ята илнисем виççӗн. Питӗ сумлă ят илмесен те паттăрла кӗрешекенсем те нумайăн. Уяв тӳремӗнче ятарлă çар операцийӗ пыракан çапăçу хирӗнчен илсе килнӗ трофейсен куравне йӗркеленӗ,  СВО ветеранӗсем те кунтах.                                           

Кильдюшевăра иртекен мордва уявне Ульяновск облаçӗнчен, Чăваш Республикинчен, паллах, Мордва Республикинчен творчество коллективӗсем ялан килнӗ. Кăçал вара каратайсен (Камско-Устьински районӗнче пурăнакан мордва халăхӗн пӗр тымарӗ) пултарулăхне те итлеме  тӳр килчӗ. Сахалăн вӗсем, Раççейӗпе илсен те пӗр Тутарстанра çеç йышпа пурăнаççӗ. Вӗсен мăкшăсенчен, ирçесенчен уйрăлса тăракан хăйсен культури, чӗлхи, юрри-кӗвви.  «Мордовские узоры» ансамбль юрри-ташшине пăхсан çапла калама пулать.  

Мордва Республикинчен уйрăм ăстаçăсем те, артистсем те, «Варна» мода театрӗ, МР патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ пулчӗç  «Валда Шинясь» уявӗнче.

Кăçал пӗрремӗш хут мордва халăх уявне ТР Раисӗ Рустам Минниханов тата МР Пуçлăхӗ  Артём Здунов килчӗç. 

– Шумбрат (мордва чӗлхипе «Салам»)! Хаклă туссем, çак чаплă уява  чӗннишӗн пысăк тав сире. Пирӗн çӗршыв – нумай нациллӗ çӗршыв, пирӗн республика та çаплах. Мордва Республикинче Сабантуй ирттертӗмӗр, халь Тутарстанра «Валда Шинясь» пырать. Çакă пирӗн халăхсене пӗрлештерет, – пӗлтерчӗ çынсене саламласа Рустам Нургалиевич.

Артём Здунов Рустам Минниханова мордва чӗлхипе культурине аталантарма пулăшнишӗн тав турӗ. Халь фронтра çӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсемшӗн те ку питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ.

Мордва халăх культурине аталантарас ӗçе пысăк тӳпе кӗртнисене, çавăн пекех Тутарстан Республикишӗн тăрăшса ӗçлесе тава тивӗçнӗ мăкшăсене, ирçесемпе каратайсене Хисеп, Тав хучӗсем парса чысларӗç. 

Паллах, республикăсен ертӳçисем çапла тимлӗх уйăрни уявшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Çак кунах Лениногорскра Çимӗк хыççăн пӗр эрнерен ирттерекен «Балтай» ирçесен уявӗ халăха пухрӗ. Вăл упан кăмăлне çемçетме ирттерекен авалхи йăласемпе çыхăннă.

Сăнӳкерчӗк ТР Раисӗн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Национальные праздники