2019 çултан Тутарстан вăрманӗсене космосран сăнаççӗ.
2019 çултан Тутарстан вăрманӗсене геоинформаци сервисӗ пулăшнипе космосран сăнама пуçлаççӗ. Çапла майпа вăрман хуçалăхӗн ӗçченӗсен ӗçӗ самай çăмăлланмалла, пӗлтерет ТР Вăрман хуçалăх министерствин пресс-служби.
Малашне космосран ӳкернӗ сăнӳкерчӗксем тăрăх, вăрман фондӗнчи улшăнусене тӳрех курӗç. Ăçта йывăç вăрланă, ăçта çил-тăвăл тӳнтернӗ, ăçта чирленипе йывăç типнӗ, ăçта çӗре шыв çурнă... – йăлтах курăнӗ. Çапла ку программа вăрмансенче çӳп-çап куписем тунине, йӗркеленнӗ карьерсене, вăрман территорийӗнче стройка пынине тата вăрман çуннине тупма пулăшӗ.
Нет комментариев