Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Малти ретре çăкăр, сӗт, сахăр тата ыттисем

Раççейре социаллă пӗлтерӗшлӗ продуктсем çине хурăнакан хушма хак налогне (НДС) пăрахăлама пултараççӗ.

«НДСа пăрахăçласси пирки калакан йышăнăва, паллах, кӗртме пултараççӗ, анчах та çакă хаксене чакарасси патне илсе çитернипе çитерменнине ăнланмалла», - тесе пӗлтернӗ РФ Минпромторгӗн ертӳçин çумӗ Виктор Евтухов. Ют çӗршысенчи экспертсен Раççее «сиккипе пыракан инфляци» кӗтет тесе каланисем тӳрре тухмарӗç,  Чи пысăк ретейлерсем социаллă пӗлтерӗшлӗ таварсене 5-10 процента кăна хаклăрах сутасси пирки хăйсен ирӗкӗпе йышăну тунă.  

Евтухов сăмахӗсемпе НДСа пăрахăçласси пирки Раççей Финанс министерстви йышăну тумалла. Июнь уйăхӗнче Уйрăммăн сутакан компанисен ассоциацийӗ  чи кирлӗ таварсен хакӗсене тытса чарас тӗлӗшпе Федераллă налог службине вӗсем çине хурăнакан налог хырçине чакарма ыйтнă. Чи малтан кунта сăмах страхлав взносӗсене каярах тӳлеме ирӗк пани тата социаллă пӗлтерӗшлӗ продовольстви таварӗсем çине хурăнакан НДСа чакарасси пирки пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев