Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Манăн кил – манăн крепость» çӗнтерӳçӗсен шутӗнче

Эпир Атăлçи федераллă округӗнче крамри исккусствăна аталантарас тӗлевпе ӳнерçӗсем валли «ФормАРТ» фестиваль çинчен çырнăччӗ

 

Эпир Атăлçи федераллă округӗнче крамри исккусствăна аталантарас тӗлевпе ӳнерçӗсем валли «ФормАРТ» фестиваль çинчен çырнăччӗ

Августăн 17-мӗшӗнче жюри конкурсантсен ӗçӗсене пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене саламланă. 
Финала иртнӗ граффити-ӳнерçӗсем виçӗ кун вӗреннӗ, каллиграфипе, тăмран ăсталассипе, йывăçран каскалассипе мастер-классем иртнӗ. Пӗрлехи граффити валли эскиз туса «Фантазариум» арт-вырăнта тата Киров ячӗллӗ паркăн автобусӗсенче пурнăçа кӗртнӗ. Ку ӳнерçӗсенчен 2024 çулхи «ФормАРТ» фестивале асăнмалăх парне пулнă. 
Яланхи пекех фестиваль çӗнтерӳçине палăртнă чух экспертсенчен тăракан жюри хаклавне çеç мар, халăх сасăлавне те шута илнӗ. Ӳнерçӗсемшӗн пӗтӗмпе 66 пин çын сасăланă. 
Çӗнтерӳçӗсене Вятка Патшалăх университечӗн Ботаника садӗнче наградăланă. Çак мешехере РФ Президенчӗн Атăлçи федераллă округӗнчи полномочиллӗ представителӗн çумӗ Олег Машковцев тата Киров облаçӗн Правительство паредседателӗн çумӗ Светлана Шумайлова хутшăннă. 
Ульяновск облаçӗнчи Марат Петровăн «Из поколения в поколение» муралӗ фестивальте I вырăн йышăннă. Халăх сасăлавӗпе жюри пайташӗсен хаклавне пӗтӗмлетсен Чăваш Республикинчи Ксения Кокель ӳкернӗ «Мой дом — моя крепость» ӗçӗ II вырăн çӗнсе илчӗ, III вырăнта Саратов облаçӗнчи Юлия Чиженькован «Ватрушки» муралӗ. Çӗнтерӳçӗсене укçан преми парса хавхалантарнă: 200, 150, 100 пин тенкӗ

Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль