Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мăнкуна хатӗрленетӗр-и?

Пӗр тан майсен çуртӗнче» тем те тума вӗрентеççӗ

 

«Пӗр тан майсен çуртӗнче» тем те тума вӗрентеççӗ

Эсир Мăнкуна хатӗрленетӗр-и? Аксури «Пӗр тан майсен çуртӗнче» вара çанӑ тавӑрсах хатӗрленеççӗ. Çемьепе ачасен социаллӑ тивӗçтерӗвӗн уйрӑмӗн специалисчӗсем кунсерен занятисене çӳрекен çамрăксен ушкӑнӗнче мастер-класс ирттерчӗç.

Çынна сывлӑхне, пӗлӗвне пӑхмасӑр кашнине пулӑшмалла, пӗр-пӗринпе хутшӑнмалла. «Пӗр тан майсен çуртӗнче» çакна яланах асра тытаççӗ. Пӗрле уявсене хатӗрленеççӗ, пултарулӑх енӗпе ӑмӑртса тӗрлӗ япала ӑсталаççӗ.

Хальхинче Мӑнкун тӗлне çăмарта илемлетрӗç. Ахаль çӑмарта мар, гипсран тунине. Малтан тӗрлӗ сӑрӑпа сӑрларӗç, унтан шӑрçа, чечексем, ытти эрешсем çыпӑçтарса питӗ илемлӗ çăмартасем хатӗрлерӗç.

Заняти вӑхӑтӗнче атьсем пӗр-пӗринпе канашласа, пӗр-пӗрне пулӑшса шӑкӑл-шӑкӑл ӗçлерӗç.
Эпир мӑнаçлансах ачасем мӗнле ӗçленине сӑнатпӑр. Вӗсем ӑсталанӑ кашни япалара хӑйсен тӗнчекурӑмӗ палӑрать. Тӗрлӗ илемлӗ япаласем ӑсталаса атьсем пирӗн тӗнчене те капӑрлатаççӗ, савӑнӑç, шанӑç кӳреççӗ.

Ольга МАКАРОВА.
Аксу районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество