Марафонра контракт службипе ятарлă çар операцине хутшăнакансене мӗнле премисемпе тӳлевсем тивӗçни çинчен пӗлме пулӗ
Марафонра контракт служби çинчен мӗнпур информацие ыйтса пӗлме, СВОна хутшăннисен паттăрла историйӗсемпе паллашма, социаллă пулăшу çинчен те тулли пӗлме пулӗ.
Паян ирхине 10.00 сехетрен пуçласа Тутарстанра контрактпа çар службине тӗрев парассипе «ВСЕ СВОИ» патриотизм марафонӗ пуçланать. Вăл кунӗпене тăсăлса каçхине 10.00 сехетре вӗçленет.
Çак тӗллевпе республикăн кашни хулипе районӗсенче патриотизмла акцисем иртеççӗ. Кашни районта çак акцие йӗркелесе ирттерсе яма кураторсем палăртнă.
Вӗсенчен пӗринпе Çӗпрел районӗн пуçлăх çумӗпе Алексей Егоровпа телефонпа çыхăнса калаçса илтӗмӗр.
- Марафон ытти çӗрти пекех Çӗпрелӗнче те 10.00 сехетре тытăнать. Çынсем районти Культура çурчӗ умне пуçтарăнма тытăнчӗç ӗнтӗ. Кунӗпе тӗрлӗ мероприятисем иртӗç. Арçынсен автомат сӳтсе пуçтарма пултарӗç, ытти çар хăнăхăвӗпе паллашма, ГТО нормисене пама та май пулӗ. Халӗ ятарлă çар операцине хутшăннисенчен хăш-пӗри отпуска килнӗ. Вӗсем çынсене кăштах хăйсем пирки, служба мӗнле пыни çинчен каласа парӗç, – терӗ Алексей Егорович.
Марафонра контракт служби çинчен мӗнпур информацие ыйтса пӗлме, Геройсен историйӗсемпе паллашма, социаллă пулăшу çинчен те тулли пӗлме пулӗ.
Хусанта харăсах Бауман урамӗнче, «Проспект Победы», «Площадь Тукая», «Авиастроительная» метро станцийӗсем патӗнче пикетсем иртеççӗ. Çавăнтах военкомат представителӗсем мӗнпур ыйтăва хуравлама пултараççӗ. Унсăр пуçне контракт служби çинчен мӗнпур кирлӗ информаципе листовкăсем салатӗç. Унта СВОна хутшăнакансене мӗнле премисем, социаллă тӳлевсемпе пособисем тивӗçни çинчен йăлт пӗлтернӗ.
12 сехете пыракан марафон СВОна хутшăннисене, вӗсен çемйисене, контракт службипе ӗçлекен военкомат представителӗсене, социаллă служба ӗçченӗсене, ыркăмăллăх организацийӗсене, «Защитники Отечества» фонд ӗçченӗсене, влаçри çынсене, тӗн представителӗсене пӗрлештерӗ.
Марафон мӗнле иртни пирки республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче, социаллă сетьсенчи страницисенче, МХХ сайчӗсенче вуласа пӗлме пулӗ. Интересленекенсем çавăн пекех heroes-tatarstan.ru сайтра трнасляци пăхма, ыйтусем пулсан 117 номерпе Хӗрӳ линие шăнкăравлама, контракт службипе интереслентерекен ыйтăва пама май пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев