Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Марат Ахметов: «Паян эпир пулас ӑрусене тивӗçлӗ пурнăç туса парассишӗн сасăлатпăр»

«Мансăр пуçне паян нумай ентеш суйлава хамăрăн республикӑпа, унӑн мухтавлӑ иртнӗ кун-çулӗпе тата паянхи тивӗçлӗ пурнӑçӗпе мӑнаçланса суйлава утать. Пирӗн экономика хӑватлӑ, халӑхӑмăрăн пурнӑçне лайӑхлатма тата пурнӑç шайне ӳстерме майсем пысӑк», – тет Марат Ахметов.

Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов та Пӗрлехи сасӑлав кунне мăшăрӗпе Милауша Рашитовнӑпа пӗрле хутшăннă.  Мăшăр Хусанти наци тӗпчевпе технологи университечӗн (КНИТУ - КХТИ) çуртӗнче вырнаçнӑ 55-мӗш суйлав участокне килнӗ.

«Мансăр пуçне паян нумай ентеш суйлава хамăрăн республикӑпа, унӑн мухтавлӑ иртнӗ кун-çулӗпе тата паянхи тивӗçлӗ пурнӑçӗпе  мӑнаçланса суйлава утать. Пирӗн экономика хӑватлӑ, халӑхӑмăрăн пурнӑçне лайӑхлатма тата пурнӑç шайне ӳстерме майсем пысӑк. Эпир республикӑри нумай миллионлӑ халӑхӑн пӗрлӗхлӗ, пултаруллӑ çемйи. Паян эпир пулас ӑрусене тивӗçлӗ пурнăç туса парас тӗллевпе хамӑр халӑхӑмăрăн тата Тутарстан аталанӑвӗшӗн сасӑлатпӑр», – палӑртрӗ Марат Ахметов.

Патшалӑх Канашӗн Председатель çумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, паян тутарстансем Тутарстан Раисне тата муниципаллӑ йӗркеленӳсен  депутачӗсене суйлаççӗ. Марат Ахметов сăмахӗпе, республикӑра пурӑнакансен кулленхи кунри задачисене татса пама пултаракан  вӑйлӑ команда йӗркелени пӗлтерӗшлӗ. «Муниципалитет влаçӗ  управлени командин уйрӑлми пысăк пайӗ пулса тӑрать. Унӑн тӗп тӗллевӗ – халӑха çывӑх пулнинче, граждансемпе куллен хутшӑнассинче, – палӑртрӗ Марат Ахметов журналистсемпе калаçнӑ май. – Шӑпах муниципалитет влаçӗн органӗсем граждансен пурнӑç пахалӑхне тӳреммӗнех пырса тивекен ыйтусене татса параççӗ. Çавӑнпа ӗнтӗ Тутарстан вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн икӗ шайлӑ системине сыхласа хӑварассишӗн çине тӑнӑ та. Хула тата район канашӗсене çынсемшӗн тӑрӑшакан компетентлӑ тата яваплӑ депутатсене суйласси пӗлтерӗшлӗ», – пӗтӗмлетрӗ Марат Готович.

Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2025