Мартăн 8-мӗшӗнче Хусанти парковкăсем тӳлевсӗр пулаççӗ
Пӗтӗмтӗнчери хӗрарăмсен кунӗнче хусансем те, шӗкӗр хула хăнисем те муниципаллă парковкăсемпе тӳлевсӗр усă курма пултарӗç
Аса илтеретпӗр, 2022 çултанпа Тутарстан Республикин тӗп хулинче Хусанта муниципаллă парковкăсем вырсарникунсенче кăна мар, шăматкунсенче те тӳлевсӗр ӗçлеççӗ. Унсăр пуçне уяв кунӗсенче те парковкăсемшӗн тӳлемелле мар. Ӗç кунӗсенче парковкăсем ирхине 8:00 сехетрен пуçласа 19:00 сехетчен ӗçлеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев