Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Машинасене çунтаракана тытса чарнă

Çырчаллинчи 58-мӗш комплексри парковкăра çӗрккӗ тӳрех темиçе машинана вут хыпса илнӗ. Пушара пула 7 автомобиль сиенленнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ тӗпӗ-йӗрӗпех çунса кайнă.

ТР ШӖМ-ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çӗрле усал шухăшлă çын «БМВ» автомобиле вут чӗртсе ярать те вырăнтан тарать. Вут юнашар вырнаçнă машинасем çине куçать.

Полицейскисем видеосăнав камерисене пăхса вут тӗртекен камне тӗпчесе пӗлнӗ. 40 çулти арçынна хăйӗн килӗнче тытса чарнă. Хăйӗн айăпне вăл йышăннă, тунă усал ӗçӗшӗн ӳкӗнет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев