Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Метрора япаласемпе документсене çухатсан ăçта шырамаллине пӗлтернӗ

Хусанти метрополитенра çынсем час-часах документсене, банк, транспорт картисене, енчӗксене, мобильлӗ телефонсене çухатаççӗ

Çакнашкал мӗн пур япалана мантарса хăварнă станцире упраççӗ, тесе пӗлтернӗ «Метроэлектротранс» МУП-ра. Хусанта пурăнакансемпе хула хăнисем метрора зонтикӗсене, перчеткисене, сумкисене, пакечӗсене, куçлăхӗсене, пуçа тăхăнмаллисене мантарса хăвараççӗ. Енчен те пассажирсем кам-тăр çухатса хăварнă япаласене тупсан, вӗсен станцири дежурнăй патрне пырса çакăн çинчен пӗлтермелле, япалине метрора ӗçлекен çынна памалла – полици ӗçченне, досмотр инспекторне е станцири дежурнăя. 
Çухалнă япала çинчен хӗрӳ лини телефонӗпе шăнкăравласа пӗлтерме пулать: 8 (843) 533-70-61. Енчен те пассажирсен тӳлев пирки ыйтусем пулсан та çак телефонпах шăнкăравламалла. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев