МФЦ улталанасран сыхланма пулӑшать
Нумай функциллӗ центр (МФЦ) туса хуни граждансемшӗн çав тери меллӗ, хут ӗçӗсемпе пӳлӗмрен пӳлӗме чупмалла мар халь. Мӗнпур ыйтӑва çак центрӑн офисӗсенче татса пама пулать. Раççей гражданӗсене пурӗ çӗр ытла тӗрлӗ услугӑпа тивӗçтерет вӑл. Нумай функциллӗ центрӑн офисӗсем республикӑн кашни хула-районӗнче пур. Иртен пуçласа каçчен апат вӑхӑчӗсӗр ӗçлекен офиссем кунне 15 пиншер çынна йышӑнаççӗ. Çулталӑк пуçланнӑранпа граждансене пурӗ 5 миллион та 500 пин услугӑпа тивӗçтернӗ.
Çӗнӗлӗхсем те пур. Кун çинчен Тутарстанри МФЦ учрежденин директорӗ Ленара Музафарова ытларикун ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
Ленара Акмалутдиновна Музафарова МФЦ офисӗсенче граждансем илекен чи нумай 5 услуга шутне кӑçал пӗрремӗш хут мигрантсене учета тӑратасси кӗнине асӑнчӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, ӑнӑçлӑ аталанакан Тутарстан мигрантсене илӗртекен регион. Çывӑхри çӗршыв гражданӗсем йышлӑн кунта. Çапах та МФЦ офисӗсене пулӑшу ыйтса килнӗ мигрантсем нумайланни вӗсен шучӗ тӑрук ӳснине пӗлтермест. 2024-2025 çулсенче вӑя кӗнӗ çӗнӗ федераллӑ законсемпе, РФ территорийӗнче мигрантсене законлӑ пурӑнтарассине вӑйлатнипе çыхӑннӑ ку. Калӑпӑр, сим-карттӑсене (маларах туяннисене е çӗннисене) ӗçлеттерес тесен вӗсен биометри идентификацине иртмелле. Ку вара Патшалӑх услугинче (ЕСИА) учета тӑнине, СНИЛС пуррине çирӗплетмесӗр ниепле те май çук. Çапла майпа вӗсен МФЦна унчченхи пек пӗрре мар, тӑватӑ хут килмелле. Шӑп çакӑнпа çыхӑннӑ та çуркуннепе çулла МФЦ офисӗсенчи пысӑк черетсем. Черетре виçшер сехет ларакан хамӑр граждансен кӑмӑлсӑрлӑхне ӑнланмалла.
Çырчалли, Елабуга, Анат Кама пек хуласене мигрантсем заводсене ӗçе килнипе унти МФЦ офисӗсене ку процедурӑна ирттерме ансатрах пулнӑ, мӗншӗн тесен предприятисем пулӑшса тӑнӑ. Хӑйсен ӗçченӗсене палӑртнӑ вӑхӑта автобуссемпе илсе килнӗ-тӗк, Хусанта кун пек тума май пулман. Мӗншӗн тесен Хусана мигрантсем предпринимательсем патне ӗçе килеççӗ. Ленара Музафарова Хусанти лару-тӑрӑва май пур таран хӑвӑртрах татса парас тесе мигрантсем валли уйрӑм офис уçма йышӑннӑ. Çакӑн пек май туса панӑшӑн вӑл ТР Раисне Рустам Минниханова тав турӗ. Хусанти Авангардная урамӗнче мигрантсем валли уçӑлнӑ уйрӑм офис (вӑл пурӗ 4 услугӑпа тивӗçтерет) ытти офиссенчи черетсене чакарма пулӑшнӑ. Халӗ вӗсем яланхи режимпа ӗçлеççӗ.
Сӑмах май, мигрантсем валли уçнӑ çакнашкал уйрӑм офис ытти регионсенче çук-ха.

МФЦсем кӑçалтан граждансене тепӗр чи кирлӗ услугӑпа – ултавçӑсенчен сыхланассипе – тивӗçтерме тытӑннӑ.
Халӗ граждансем МФЦӑн хуть мӗнле офисӗнче те хӑйсемсӗр куçман пурлӑхпа çыхӑннӑ суту-илӳ сделкине тума, кредитсемпе займсем (ипотека, автокредит тата вӗренӳ кредичӗсемсӗр пуçне), сим-карттӑсем илме чару лартма пултараççӗ. Кун валли МФЦна килсе заявлени (кашни уйрӑмшар) кӑна çырмалла. Ку услуга тӳлевсӗр.
Енчен те гражданин çакнашкал заявлени çырчӗ-тӗк, Патшалӑх услугисен порталӗнче ятарлӑ паллӑ тухать.
Чарӑва лартма кӑна мар, ӑна илсе пӑрахма та ирӗк пур 18 çултан иртнӗ граждансен. Кун валли офиса хӑйсем килсе заявлени çырмалла. Ыйтӑва виçӗ ӗç кунӗнче татса параççӗ. Чӑн та, кӑна Патшалӑх услугисен порталӗнчи харпӑр кабинетра та тума пулать-ха, анчах унта электронлӑ алӑ пусни пулмалла. Ку вара кашнинех çук, уйрӑмах аслӑ çултисен. Вӗсемшӗн МФЦ офисӗсенче меллӗрех пулӗ.
Çакӑн пек чару сим-карттă енӗпе те пур. Усал шухӑшлисем ют çын ячӗпе илсе вӗсемпе хӑйсен хура ӗçне тума пултараççӗ. Чару лартсан информаци пӗрлехи реестра каять. Мобильлӗ оператор çак çын ячӗпе сим-карттă сутаймасть. МФЦ ку услугипе РФ, ют çӗршыв тата гражданстви çук граждансен усӑ курма ирӗк пур. Чарӑва илсе пӑрахас тесен МФЦ офисне унӑн хӑйӗн, сывлӑха пула çӳрейменнисен вара опекунӗсем килмелле.

Мӗнле асӑрхасан та çав-çавах ултавçӑсен аллине лексе вӗсем ыйтакан 4 цифрӑна каларӑрах пулсан, вӑхӑта тӑсмасӑр хӑвӑртрах МФЦӑн çывӑхри офисне каймалла. Унти специалистсем пурлӑхӑра тата харпӑр даннӑйсене упраса хӑварма пулӑшӗç.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев