Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Миша ташламах çуралнă

Хусанти 47-мӗш шкулта вӗренекен чăваш ачи Миша Спирин ташлас енӗпе Тутарстан чемпионӗ.

Мӗнле пултаруллă ачасем кăна çук-ши пирӗн халăхăн? Хăшӗ вӗренӳре, хăшӗ спортра, юрлас-ташлас тӗлӗшпе, наукăра тата ытти çӗрте çитӗнӳ тăвать. Шел, пурин пирки те пӗлместпӗр. Юрать-ха хаçатăн çывăх тусӗсем пур та пултаруллисем пирки пӗлтерсех тăраççӗ. Акă, Хусанти 47-мӗш шкулта 3-мӗш класра вӗренекен Миша Спирин çинчен те «Сувара» нумай çул юратса вулакан, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан педагогика ветеранӗ Аркадий Аркадьевич Михайлов пӗлтерчӗ пире.

«Пирӗн ял мăнукӗ Миша питӗ талантлă ача, нумай пулмасть Мускавра иртнӗ спортпа бал ташшисен Раççей шайӗнчи чемпионатӗнчен таврăнчӗ. Çырса кăларăр-ха маттур ача çинчен юратнă хаçатра», — терӗ вăл.

Çапла паллашрăмăр Спиринсен çемйипе. 

Миша Спирин 9 çулта кăна-ха, çапах та мӗн чухлӗ çитӗнӳ тунă вăл халех — тӗлӗнсе каймалла. Вăл акă ӗнтӗ пиллӗкмӗш çул профессиллӗ спортпа бал ташшисен шкулне çӳрет. Çак хушăра ача ăсталăхне çӳллӗ шая çитернӗ, кашни эрнерех тӗрлӗ конкурссене, турнирсене хутшăнать вăл. Хутшăнни кăна мар, кашнинчех малти вырăнсене йышăнать. Ку пӗрре те ӳстерсе калани мар, чăннипех çапла. 

Ăçтан ташăпа туслашнă-ха Хусанти чăваш çемйинче ӳсекен Миша?

— Садике çӳренӗ чухнех ывăлăм юрлас-ташлас енӗпе ыттисенчен самай уйрăлса тăратчӗ, воспитательсемпе музыка ертӳçи те çакна пӗрмай палăртатчӗç, Мишăна çак енӗпе аталантарма сӗнетчӗç. Эп хам та ачаран юрлама-ташлама юратнă, вăхăтӗнче Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамбльне те çӳренӗ, сценăна питӗ юрататăп. Çавăнпа та ывăла 5 çулта чухне «Босса Нова» ташă шкулне илсе кайрăм, — каласа парать Мишăн амăшӗ Юлия Спирина. 

Пирӗн, ашшӗ-амăшӗсен, хамăр ачасене теме те вӗрентес килет. Кăна ырламалла-ха. Çапах та ачан хăйӗн кăмăлӗпе туртăмӗ пулмасан нимӗн те тума çук, ку е вăл кружока, секцие чун туртнипе çӳремесен çитӗнӳсем тăваймăн. Миша Спирина ташлама никам та вăйпа яман, амăшӗ унăн пултарулăхне асăрхаса малалла аталантарас тенӗ.

— Пирӗн Миша ташламах çуралнă пуль вăл. Çулне кура мар питӗ яваплă ача. Тренировка пуçланиччен пӗр сехет маларах ташă шкулне леçсе яма ыйтать вăл пире, кая юласран питӗ хăрать. Эпир Хусан айккинче пурăнатпăр та, çул çине ытларах вăхăт каять çав. Çитсенех хывăнса тумланать те разминка тума пуçлать. Килте те хусканусене лайăхлатас тесе нумай тăрăшать. Эпир ăна нихăçан та хистемен, вăрçман, çӳллӗ шайра ташлама вӗренесси — Мишăн хăйӗн ӗмӗчӗ, — тет Юлия. 

Миша эрнере икӗ хутчен 2 сехете тăсăлакан ушкăнри тренировкăсене, çавăн пекех икӗ хутчен 4 сехете тăсăлакан уйрăм тренировкăсене çӳрет. Калама кăна вӗт — 4 сехетлӗх тренировка! Çавăн пекех Спиринсем ывăлне уйăхне пӗр-икӗ хутчен Мускав тренерӗсем килсе ирттерекен семинарсене те хутшăнтараççӗ. Вăрах вăхăт хушши ăсталăха туптани, паллах, чăтăмлăха ӳстерет. Çакă турнирсене хутшăннă чух та тӳрех курăнать: ытти ачасем хăвăрт ывăнаççӗ пулсан, Мишăпа унăн партнерши Эмили паркет çине тата та, тата та тухма хатӗр. 
Партнерша тенӗрен, Эмили Зиннатулинăпа Миша Спирин виççӗмӗш çул пӗрле ташлаççӗ. Пӗр ӗмӗт-тӗллевлӗскерсем пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланаççӗ вӗсем, çавăнпа çитӗнӗвӗсем те курăмлă. Марс Максудович Ибрагимовпа Анастасия Олеговна Назарова тренерсем хăйсен вӗренекенӗсемпе питӗ кăмăллă. 

Пилӗк çул хушшинче çӗнсе илнӗ кубоксемпе медальсен шучӗ çук Мишăн. Амăшӗ каланă тăрăх, кашни икӗ эрнере пӗр-пӗр конкурса е турнира хутшăнаççӗ. Шупашкара та, Йошкар-Олана та час-час каяççӗ. Ытларах вара кунашкал ăмăртусем Хусантах иртеççӗ-мӗн. Миша Спиринăн спортпа бал ташшисене ташлас енӗпе II разряд. Вăл ташăсен Латин Америки тата Европа программисемпе ачасен 1 (7 — 9 çултисем) тата 2+1 (9 — 11 çултисем) категорийӗсенче абсолютлă чемпион. Мишăпа Эмили чăннипех пысăк ăсталăхпа ташлаççӗ, çавăнпах турнирсенче ялан тенӗ пекех Кубока тивӗçеççӗ. 2 е 3-мӗш вырăнсем йышăнни сайра хутра кăна. Акă, ноябрь уйăхӗнче Мускавра иртнӗ Спорт тата бал ташшисен чемпионатӗнче Мишăпа Эмили 87 мăшăртан чи лайăх 13 ташăçăсен шутне кӗнӗ. Унтан пысăк хавхаланупа таврăннăскерсем Хусан Кремлӗн Кубокне хутшăнса чемпионсем пулса тăнă. Ноябрь вӗçӗнче иртнӗ турнирта та 4 программăна хутшăнса пуринче те 1-мӗш вырăн йышăннă. 

Тренировкăсем нумай вăхăта илеççӗ пулсан та Мишăн урăх чун киленӗçӗсем те пур. Тӗслӗхрен, Олимп резервӗн спорт шкулне çӳрекен Кирилл пиччӗшӗ пек баскетболла выляма юратать вăл. Ашшӗпе амăшӗ ачисене аталанма пур май туса панă: килӗнче спортзал та пур вӗсен. Ачасем унта спорт вăййисене выляççӗ, тренировкăсем ирттереççӗ. 

Спиринсем ачисене хăйсем хăш халăхран тухнине мӗн пӗчӗкрен ăнлантарса ӳстереççӗ. Аксу районӗн чăвашӗсем — Андрей Михайлович Çӗнӗ Тимушкелӗнчен, Юлия Витальевна Кивӗ Ӳселӗнчен, хăйсем те мӗн ачаран тăван чӗлхепе культурăна юратса çитӗннӗ. Ашшӗпе амăшӗ ялан чăвашла калаçнăран тăван чӗлхене ăнланса ӳсеççӗ Кирилпа Миша, культурăна та чунтан хисеплеççӗ — чăвашсем ирттерекен мероприятисене май килнӗ таран час-час çӳреме тăрăшаççӗ.

— Пирӗн килте те, машинăра та яланах чăваш юрри-кӗвви янăрать. Вырăсла е ют чӗлхепе юрăсем янине илтсен Миша хăй чăваш юрри лартма ыйтать пире, — тет амăшӗ. 

Мӗнех, маттур темелли çеç юлать пӗчӗк ташăçăна. Халех ăсталăхпа палăрнă Мишăна малашне тата та пысăкрах çитӗнӳсем тума сунас килет. Малашне тӗнче шайӗнчи ятсем те илмелле пултăр!

Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Спиринсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Знай наших