Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мишенька çуралма васканă

Анат Кама районӗнчи «Васкавлă пулăшу» ӗçченӗсем йывăр çынна ача çуратмалли çурта илсе çитереймен.

Анат Кама районӗнчи «Васкавлă пулăшу» ӗçченӗсем йывăр çынна ача çуратмалли çурта илсе çитереймен.

Камские Поляны поселокӗнче пурăнакан 42 çулти çичӗ ача амăшӗ кăнтăрла иртсен «Васкавлă пулăшу» чӗннӗ. Хӗрарăм ача çуратма пуçланине пӗлсенех медиксем васаса çула тухнă. Йывăр çын фельдшерсене кил умӗнчех кӗтсе илнӗ, вăхăта сая ямасăр машинăна ларнă. «Хӗрарăм питӗ хумханатчӗ, ача çуратмалли çурта çитме ӗлкӗреймесрен хăратчӗ», – аса илет Елена Старостина фельдшер. Пациенткăна çынна наçилкке çине хурса Анат Камăна васканă машина. Анчах чукун çул урлă каçсанах машинăна чарса тăратма тивнӗ. «Васкавлă пулăшу » салонӗнчех тӗнчене çӗнӗ чун килнӗ. «Ачан йывăрăшӗ 2 килограмран иртет, сывлăхӗ Апгар шкалипе 9 балл», – каласа парать медик. Тин çуралнă ачан амăшӗ хăйне лайăх туйнă, мăшăрне савăнтарма васкаса шăнкăравланă: «Акă ӗнтӗ, Мишенька çуралчӗ».

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество