Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗн вăл «АТĂЛ СУКМАКӖ?»

Атăлăн сылтăм çыранӗпе Чăваш Ен чиккинчен пуçласа Хусан урлă Ульяновск облаçӗн чикки таран тăсăлакан маршрут пӗтӗмпе 350 километр тăршшӗ. Вăл республикăн 5 муниципаллă районӗ урлă иртет. Унта Свияжск утрав-хула, Тӗнсен храмӗ, Акăш кӳлли, Теччӗ хули пек 100 ытла çутçанталăк, культура тата археологи палăкӗ кӗрет.

 Атăл çыранӗн хӗррипе çуран утса Тутарстанпа паллашмалли çӗнӗ «Атăл сукмакӗ» проект кăçал çуркунне кăна хута кайрӗ пулсан та унпа 2000 ытла çын усă курнă та ӗнтӗ. Йӗркелӳçӗсене пӗлтернисем кăна иккен-ха вӗсем, пӗлтермесӗр çӳренисене шута илсен тата нумайрах. Проектăн тӗллевӗ – çуран çӳремелли туризма аталантарасси тата ытти регионсенчен туристсене илӗртесси. Кун йышши туризм ют çӗршывсенче анлă сарăлнă. Пирвайхи пӗтӗмлетӳсем тăрăх, пирӗннисене килӗшесси те куçкӗрет. Маршрута хальлӗхе хăтлăх кӗртмен пулсан та çуллахи вăхăтра «Сукмак» пушă тăман.

«Атăл сукмакӗ» проектăн менеджерӗ Ольга Хуснутдинова çак кунсенче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, «Атăл сукмакӗн» пӗрремӗш пайне 2024 çулта çуркунне хăтлăх кӗртессине каларӗ, çуран çӳрекенсем валли ларса канмалли сакăсем, навессем, указательсем лартӗç ун чух.

– Маршрута хăтлăх кӗртес ӗçе эпир икӗ пая пайлатпăр. Пӗрремӗшӗ – Тури Услон районӗнчи Макарьевски мăнастирӗнчен пуçласа Ключищи ялӗ патне, Антоновка ялӗнчен пуçласа Камское Устье таран (Ключищи ялӗнчен Антоновка патне навигаци йӗркелетпӗр). Хусан участокӗнче Тӗнсен храмӗнчен Урицкий паркӗ таран хăтлăх кӗртетпӗр,– терӗ вăл.

 Çапла майпа пӗрремӗш тапхăра кӗртекен участокра автомобильсене хăвармалли 10 точка, М-7, М – 12 трассăсем урлă хăрушсăр каçмалли ятарлă вырăнсем, пăхма интереслӗ 50 вырăн пулать.

Савăнăçлă тепӗр хыпар та пӗлтерчӗç журналистсене пресс-конференцире. Хусан участокӗн пӗр пайне – Глубокое тата Лебяжье кӳлӗсен çывăхӗсене – СИБУР йышне кӗнӗ «Казаньоргсинтез» предприяти хăтлăх кӗртме пулăшать. Вăл «Лебяжье» вăрман паркӗнче çуран тата йӗлтӗрпе çӳремелли 2-5 километрлă  темиçе çул хывать.

«Атăл сукмакӗ» тăрăх хуть хăш еннелле те кайма юрать. Анчах пулса курнисем çурçӗртен кăнтăралла (Чăваш Ен чиккинчен Ульяновск еннелле) утсан интереслӗреххине калаççӗ. Мӗншӗн тесен капла кайсан Атăл ытларах курăнать, пурăнмалли вырăнсен шучӗ майпен чакса пынăран çутçанталăк ытамне лекетӗр. Çапла вара маршрут çапларах: Свияжск утрав-хула – Иннополис – Тури Услон – Хусан – Камское Устье – Теччӗ – Ундор ялӗ çывăхӗ. Хăвăрпа апат-çимӗç нумай илме сӗнмеççӗ, мӗншӗн тесен çул çинче лавккасем тăтăш вырнаçнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество