Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мобилизациленнисен ачисем Хусанти Ёлкăна килеççӗ

Декабрӗн 22–24-мӗшӗсенче Хусан Кремлӗнчи Присутственный вырăнсен шалти картишӗнче мобилизациленнисен 1–4-мӗш классенче вӗренекен ачисем Ёлкăна пуçтарăнаççӗ. Вӗсем кашни районтан килеççӗ, пурӗ 2 пин ытла ача.

Халӗ пур çыннăн та пӗр ӗмӗт пулӗ: тӗнчери хирӗçтăруллă лару-тăру вӗçлентӗр те малашне мирлӗ, лăпкă пурнăçпа пурăнар. Хăш-пӗрин шучӗпе Çӗнӗ çула палăртмалла та мар, анчах мӗнпе айăплă ачасем? Аслисен тӗп тӗллевӗ – вӗсене телейлӗ ачалăхпа тивӗçтересси, вăл вара пурнăçра пӗрре килет. Çавăнпа Ёлка та, Çӗнӗ çулпа çыхăннă уявсем те йӗркелемеллех тесе йышăннă республикăра. Нумай ача-пăчан ашшӗ ку вăхăтра мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнать, вӗсене тимлӗхсӗр епле хăварăн? Ку номерте эпир сире Тутарстанра, уйрăмах Хусанта, хӗллехи каникулта иртекен мероприятисемпе тӗплӗн паллаштарас терӗмӗр.  

Кăçал Тутарстанра 15 пине яхăн ача патшалăх шутӗнчен пылак парне илӗ, парнен хакӗ вăтамран 800 тенкӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтерчӗ. «Кашни çул Министрсен Кабинечӗн йышăнăвӗпе тăлăхсене тата ашшӗ-амăшӗ пур çӗртех вӗсен тимлӗхӗсӗр юлнисене, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьери ачасене, сывлăх енчен çирӗп маррисене, коррекци шкулӗнче вӗренекенсене вӗсем 18 çул тултариччен пылак парнесем паратпăр», – терӗ министр. Журналистсемпе тӗлпулăва харăсах темиçе министр хутшăнчӗ, çавсен шутӗнче ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов, спорт министрӗн çумӗ Ильдар Садриев, ТР туризмпа патшалăх комитечӗн ертӳçи Сергей Иванов, Хусан хулин Культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов хутшăнчӗç. 

Каникул усăллă пултăр

Вӗрентӳпе наука министрӗ пӗлтернӗ тăрăх, хӗллехи каникул вăхăтӗнче шкул ачисем валли министерствăпа тӗрлӗ ведомствăн пӗрлехи мероприятийӗсем йышлă пулаççӗ. Вӗсем пуçланнă та ӗнтӗ. Декабрӗн 19 – 21-мӗшӗсенче Хусанти «Дуслык» вӗрентӳпе сывлăх центрӗнче (республикăн олимпиада центрӗ те. – Авт.) чăваш, мари, удмурт, мордва чӗлхисемпе республика олимпиади иртрӗ, унта пурӗ 24 муниципаллă районтан 122 яхăн вӗренекен пуçтарăнчӗ. Декабрӗн 21 – 23-мӗшӗсенче çак центртах ШӖМпе пӗрле «Самостоятельные дети» наркотика хирӗçле проект пулать. Вăл форум формачӗпе иртет, пӗтӗмпе 45 муниципаллă районтан  100-е яхăн ача хутшăнать. Мероприятире тренингсем, сывă пурнăç йӗркине пропагандăлассипе паллă çынсемпе тӗлпулусем пулаççӗ. Декабрӗн 23 – 29-мӗшӗсенче «Дуслыкра» Вӗрентӳпе наука министерствин тепӗр пысăк мероприятийӗ «Смена» пулать, унта математикăпа чи пысăк кăтартусем тăвакан вӗренекенсем пуçтарăнаççӗ.  

Хӗллехи каникул вăхăтӗнче пурӗ 10 муниципаллă районта шкул çумӗнчи лагерьсем ӗçлӗç. Ашшӗ-амăшӗсем тӳлевӗн 15 процентне, пурӗ те 196 тенкӗ те 63 пус, тӳлеççӗ. Хальхи вăхăтра ашшӗ-амăшсем шкулпа питӗ тачă çыхăнура. Çавна кура Вӗрентӳ министерстви декабрӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 16-мӗшӗччен ашшӗ-амăшсен комитечӗсен хушшинче «Чи туслă класс» республика конкурсӗн муниципаллă тапхăрне ирттерет. Ку ачасемпе аслисен хутшăнăвӗсене самай çирӗпрех тума пулăшать. 

Пӗтӗмпе Тутарстан районӗсенче хӗллехи каникулта 2,5 пин мероприяти ирттерме палăртнă. Чи пӗлтерӗшлисенчен – «Татнефть-Арена» Пăр керменӗнче декабрӗн 25-мӗшӗнче иртекен республика Ёлки. Кăçал Раççей, республика шайӗнчи олимпиадăсемпе конкурссен, конференцисен, спортпа культура ăмăртăвӗсемпе конкурссен çӗнтерӳçисемсӗр пуçне мобилизациленнисен ачисене те (2 пин ытла) чӗнеççӗ. Пурӗ 8,5 пин ача хутшăнасси паллă. Сывлăх енчен çирӗпех маррисемпе инвалидсем те тимлӗхсӗр юлмаççӗ. Вӗсем хăйсен пултарулăхне, спортри ăсталăха «Объединенная школа чемпионов» программăпа иртекен мероприятисенче кăтартма пултараççӗ. Унсăр пуçне январӗн 23–27-мӗшӗсенче Ятарлă Олимпиада иртет. 

«Культурные каникулы» программăпа шкулта вӗренекенсемпе ача садне çӳрекенсем Тинчурин ячӗллӗ, «Экият» театрсенче, циркра кăтартакан театр постановкисене кайса курма пултараççӗ. 

Ачасене лагерьсенче кӗтеççӗ

Çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов республика шайӗнчи Çӗнӗ çул Ёлкин сюжетне кăштах уçса пачӗ. Сăмах май, ачасене саламлама кашни çулах ТР Президенчӗ Рустам Минниханов килет, кăçал та юлмӗ. «Тайна новогодних игрушек» – çапла ят панă  тӗп Ёлка представленине, ун теми çемьери хутшăнусемпе çыхăннă. Республика Ёлкине курма килейменнисем ăна ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин «ВКонтактери» страницинче онлайн-трансляцине тата ТНВ телеканалпа пăхма  пултараççӗ. 

Министр палăртнă тăрăх, хӗллехи каникул вăхăтӗнче тӗп вырăнта ачасене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси. Ку вăхăтра çула тухасси йышланать, çавăнпа ГИБДДпа тачă çыхăнса ӗçлеме палăртнă. Хӗллехи каникул вăхăтӗнче республикăра пурӗ 40 яхăн лагерь ӗçлеме тивӗç. Кăçалтан «Ак Барсăн» Крымра уçăлнă лагерӗ хута каять, унта аслă классенче вӗренекенсем, студентсем, çамрăксен пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем каяççӗ. Республикăри ача-пăчапа çамрăксен клубӗсемпе центрӗсенче бал-маскарадсем, хӗллехи ăмăртусемпе вăйăсем, тӗрлӗ конкурссемпе тӗлпулусем иртӗç. Пурăнмалли комплекссен картишӗсенче «Çӗнӗ çул кашни киле» хӗллехи вăйăсен ăмăртăвӗсем пулаççӗ. Суйламалăх пур. Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пуçарăвӗпе кăçал Лисичанск (Тутарстан шефа илнӗ хула) ачисем валли пылак парнесемпе кӗнекесем, тумтир пуçтарса параççӗ.

Музее тӳлевсӗр

Ирада Аюпова сăмахӗпе, кăçалхи культура программине хатӗрленӗ чух тӗп тимлӗхре ача-пăчапа çемье пулнă. Театр, концерт, музей учрежденийӗсенче, филармонире 100-шер мероприяти иртмелле. Музейсене ачасене тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Декабрӗн 22–24-мӗшӗсенче Хусан Кремлӗнчи Присутственный вырăнсен шалти картишӗнче мобилизациленнисен 1–4-мӗш классенче вӗренекен ачисем Ёлкăна пуçтарăнаççӗ. Вӗсем кашни районтан килеççӗ, пурӗ 2 пин ытла ача. Çак площадкăшăн Хусан циркӗ яваплă. Унсăр пуçне цирк уяв представленийӗпе каникул вăхăтӗнче хулан кашни паркне çитет. Министр пӗлтернӗ тăрăх, М.Джалиль  ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче декабрӗн 28-мӗшпе январӗн 3-мӗшӗнче «Снежная королева» балет, январӗн 4–8-мӗшӗсенче «Щелкунчик» балет лартаççӗ. С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Тутарстан патшалăх симфони оркестрӗн ку вырсарникун «Неоклассика» концертне, хӗллехи каникулта «Золушка» музыка пьесине, январӗн 3-мӗшӗнче Вивальдин «Времена года», январӗн 6-мӗшӗнче «Органное королевство» концертсене кайса курма пулать. 

Кăçал Гримм пӗртăвансен халапӗ тăрăх ӳкернӗ «Бременские музыканты» мультсериал 50 çул тултарнине халалласа Тутар патшалăх филармонийӗ «Музыкальные фантазии. Бременские музыканты»  мюзикл лартать. Чи пӗчӗккисем валли джаз-оркестр «Новогодние путешествия Красной Шапочки» юмах хатӗрленӗ. 

Азат Абзалов пӗлтернӗ тăрăх, Хусан хулинче урам мероприятийӗсем 170-е яхăн. Вӗсем «Раз, два, три, 2023» концепципе çыхăннă. Çӗнӗ çула Хусанта нумай çӗрте кӗтсе илме пулать. Тӗп локацисем Хусан Кремлӗн Спас башни умӗнче, «Хура кӳлӗ», «Крылья советов» парксенче, филармонин скверӗнче, Химиксен Культура çурчӗн тӳремӗнче, «Казан» çемье центрӗнче, Бауман урамӗнче пулӗç. Çӗнӗ Çул каçӗнче «Казан» çемье центрӗн тӳремӗнче, «Хура кӳлӗ» паркра мероприятисем çӗрле 3.00 сехетченех пыраççӗ. (Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран). 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество