Мобилизаципе кайнисен ĕç прависем
2022 çулта РФ Ӗç кодексне тулли мар мобилизаципе, контрактпа, хăйсен ирӗкӗпе çара кайнисен енӗпе улшăнусем кӗнӗ.
Çӗнӗ правилăсем тăрăх:
1. Мобилизаципе çар службинче тăрса таврăннă граждансем виçӗ кун хушшинче ӗç параканпа ӗç килӗшӗвне çӗнетмелле.
2. РФ Хӗç-пăшаллă вăйӗсенче службăра тăнă вăхăтра вӗсен ӗç вырăнӗсем сыхланаççӗ, анчах ӗç килӗшӗвӗн (апла-тăк енсен тивӗçӗсен те) вăйӗ вăхăтлăха чарăнать.
3. Сотрудник çар службинче тăнă вăхăтра ӗç параканăн ун вырăнне вăхăтлăха урăх çынна ӗçе илсе унпа васкавлă (срочный) килӗшӳ тума ирӗкӗ пур.
4. Енчен те организаци хупăнман е ӗç килӗшӗвӗн срокӗ вӗçленмен пулсан, ӗç параканăн мобилизаципе кайнă сотрудникăн ӗç килӗшӗвне хăйсӗр пăрахăçлама юрмасть.
5. Мобилизаципе кайнă гражданин ӗçе килнӗ кунран унăн ӗç килӗшӗвӗ çӗнӗрен вăя кӗрет. Анчах унăн кун çинчен ертӳçӗсене виçӗ кун маларах пӗлтермелле. Обязательнăй социаллă страхованипе больничнăй илме кирлӗ ку. Енчен те çын вăхăтлăха ӗçлеймен кун тӗлне ӗç килӗшӗвне çӗнетмест пулсан, ăна электроннăй листпа больничнăй тӳлемеççӗ, мӗншӗн тесен страховой обеспечени илмелли прави çухалать.
В.Васильев, «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев