Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Мобильлӗ суйлавçăпа» усă курас текенсем йышлă

Суйлав комитечӗн хӗрӳ линийӗ кунӗпех ӗçлет, кăнтăрла иртсе вçӗ сехет тӗлне опраторсем 842 шăнкăрав йышăннă

 

Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче 12 сехет тӗлне суйлавçӑсем сасăласси Тутарстанра 34,5 процентпа танлашать. Кун пирки ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

«Суйлав ырӑ кӑмӑлпа тата уçӑмлӑн иртет. 2752 участокран пурте ӗçлеççӗ. Эпир суйлав комитечӗсен вырӑнӗсемпе те, ӗç вӑхӑчӗпе тӗрӗс шутласа палăртрăмăр», - пӗлтерчӗ А.Кондратьев.

Участоксенче суйлав лăпкă иртет, шăв-шавсăр пулнине асăрхарӗ вăл. Суйлав комитечӗн хӗрӳ линийӗ кунӗпех ӗçлет, кăнтăрла иртсе вçӗ сехет тӗлне опраторсем 842 шăнкăрав йышăннă, вӗсенчен 243-шӗ килте сасăлама калаçса татăлассипе çыхăннă. Кăткăс, татаса пама май çук ыйтусемпе шăнăравсем пулманни çинчен пӗлтерчӗ ТР ЦИК председателӗ. «Мобильлӗ суйлавçă» меслетпе сасăлама май пулманнишӗн ӳпкелешсе шăнкăравлакансем те плнă, анчах Андрей Станиславович сăмахӗпе, çапла меслетпе усă курас текенсен сентябрӗн 10-мӗшӗчченех хăйсен шухăшне пӗлтермелле пулнă иккен. Онлайн сасăлас текенсен кăшт ытларах вăхăт пулнă – сентябрӗн 12-мӗшчен. Кăнтăрла иртсен культура мероприятийӗсемпе интересленекенсен шăнкăравӗсем нумайланни паллă.

Паян Тутарстанра пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртет. Республикӑра пурӑнакансем Тутарстан Раисне суйлаççӗ. Çавӑн пекех Патшалӑх Канашӗн 18-мӗш Мелекес округӗн депутатне тата 7,5 пин ытла муниципаллӑ депутата суйлаççӗ.

Тутарстанри Раиса суйлавне тӑватӑ кандидат (алфавит йӗркипе хушаматсем) хутшӑнать: Рустам Минниханов («Единая Россия»), Хафиз Миргалимов (КПРФ), Виталий Смирнов («Раççей пенсионерӗсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗ») тата Руслан Юсупов (ЛДПР).

 

Муниципалитет суйлавне 11,4 пин ытла кандидат хутшӑнать, вӗсен хушшинче –тӗп партисен представителӗсем тата 2,6 пин ытла хӑй тӗллӗн кандидата тӑнисем.

 

 Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2025