Мотосезон уçăлнă май республикăри Патшалăх автоинспекцийӗ патруль мотоциклӗсемпе çул çине тухма тытăнать
Мотоциклпа çӳресси, уйрăмах пысăк хăвăртлăхпа, водительшӗн те, ун çумӗнчисемшӗн те – хăрушлăх. Иртнӗ çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе, республика территорийӗнче мотоциклсем хутшăннипе 63 çул-йӗр пăтăрмахӗ регистрациленӗ, вӗсенче 3 çын вилнӗ, 67 çын аманнă.
Унсăр пуçне юр ирӗлсе пӗтсе Патшалăх автоинспекцине тăтăшах мототранспорт водителӗсем ытлашши сасă кăларса çынсен канлӗхне чăрмантарни пирки çăхавсем килеççӗ. Хăш-пӗр мотоциклсен хуçисем хăвăртлăха ӳстерес тесе тимӗр утсем çине тӳрӗ юхăмлă глушительсем вырнаçтараççӗ, çавăнпа вӗсен моторӗсен сасси хулăнланать. Çакă закон требованийӗсене тивӗçтермест. Сасă шайӗ ытлашши пулнине çирӗплетме Патшалăх автоинспекци ӗçченӗсем цифрăллă шумомерсемпе усă кураççӗ. Енчен те мотоцикл водителӗ ку енӗпе айăпа кӗрсен, ăна 500 тенкӗ штраф çырса парӗç. Унсăр пуçне правона административлă майпа пăсни çинчен калакан документсене Патшалăх автоинспекцийӗн ятарлă подразделенине яраççӗ, лере транспорт хатӗрне регистрацирен кăларасси пирки йышăну тăваççӗ.
Çакăн пекки пулса ан ирттӗр тесен, мотоциклсен водителӗсен транспорт хатӗрӗсен нормăпа право акчӗсен требованийӗсене пăхăнмалла, моторсен сассине пысăклатcа улăштармалла мар.
Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев