Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мультика лекес тесен

Хусанти «Ак Барс Арена» спорт комплексӗнчи «Союзмультпарк» хамăрăн пӗчӗк Диснейленд тесен те юрать.

Тӗп сăнарсем «Союзмультфильм» киностуди ӳкернӗ мультфильмсен геройӗсем — Чебурашка, Гена крокодил, Шапокляк тата ыттисем... Шăпах вӗсем кӗтсе илсе паркпа паллаштараççӗ, выляттараççӗ. 

Мультимеди площадки аслисене те, ачасене те илӗртет. Мӗншӗн тесен йăлтах çӗнӗ технологисенчен (VR (виртуаллă чăнлăх), AR (хушма чăнлăх) тата 3D-анимаци) тăрать. Вӗсем чăнлăхпа виртуаллă тӗнчен чиккине сирсе анимаци тӗнчине илсе каяççӗ. Урăхла каласан, лайăх пӗлекен мультфильмсен геройӗсене «чӗртсе» вӗсемпе калаçма, выляма, Железякăн планети çине лекме, Карлсонпа пӗрле Стокгольм çурчӗсен тăррисем тăрăх чупма, Винни Пухпа, Пятачокпа пӗрле шар çине ларса пыл илме вӗçме, аташса урăх мультика лекнӗ геройсене вырăна тавăрма тата ыттине туса мультфильм ăшнех кӗртсе ӳкереççӗ.

Кун йышши креативлă кану Хусанта виçӗ çул каялла, 2021 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнчех, уçăлчӗ. Аттракционсене, пӗтӗмпе вӗсем 12, ятарласа «Союзмультпарк» валли тунă. Тӗллевӗ — ачасен канăвне креативлă йӗркелессинчен ытла ăрусен çыхăнăвӗ. Çамрăк ăрăва вăл хамăрăн ырă мультфильмсемпе вӗсем ăнланакан чӗлхепе интереслентерсе çӗнӗлле паллаштарать, ашшӗ-амăшӗпе пӗрле сӳтсе явма хистет.
Кунсăр пуçне специалистсем ачасене хăйсене мультфильмсем ӳкерме те вӗрентеççӗ. Пӗр сăмахпа, мультфильма лекесси йывăр мар халь. 
Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство