Мускав-Хусан: тӳлевлӗ М-12 трассăн тепӗр участокне уçнă
Владимир облаçӗнче пысăк хăвăртлăхăлă М-12 тарссăн 58,2 километра тăсăлакан участокӗнче машинăсем çӳреме пуçланă. Халӗ Владимир облаçӗнче пурăнакансем Мускава чăрмавсемсӗр çитме пултараççӗ.
Хусана илсе çитерекен çӗнӗ федераллă автоçула 2023 çул вӗçӗнче туса пӗтерме палăртнă. Вăл малалла Екатеринбург еннелле тăсăлнăран ăна «Восток» ят панă.
«Владимир облаçӗнче иртекен çӗнӗ участок тăватă полосаллă, çула чи çӳллӗ категориллӗ материалпа витнӗ. Каç-кӳлӗм ун тăршшӗпех çутă çутатать, çакă çулпа тӗттӗмре те хăрушлăхсăр çӳреме май парать», – тесе палăртнă строительсем.
М-12 трассăпа хӗллехи вăхăтра 110 км/сех хăвăртлăхпа, çуллахи вăхăтра 130 км/сех хăвăртлăхпа хăвалама юрани çулăн вăхăтне самай кӗскетме май парӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев