Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мускавра чӑвашсен куравӗ уҫӑлнӑ

Шӗкӗр хулара пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем 32 фотоӗҫ курма пултараҫҫӗ

Ноябрӗн 2-мӗшӗнче Мускаври Цветной бульварта Чӑваш автономилле облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа "Тӑван ҫӗршыв" фотокурав уҫӑлнӑ. Вӑл Чӑваш Енӗн историйӗпе хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать.
Шӗкӗр хулара пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем 32 фотоӗҫ курма пултараҫҫӗ, вӗсем Чӑваш Республикине пуян историллӗ, йӑла-йӗркеллӗ, вӑйлӑ аталанакан ҫӗршыв пек кӑтартаҫҫӗ. Фотокуравра сӑнӳкерчӗксемпе пӗрле паллӑ художниксен ӳкерчӗкӗсен репродукцийӗсем те пур.
Курава уҫнӑ ҫӗре Мускав хулинчи Наци политикипе регионсем хушшинчи хутшӑнусен департаменчӗн ертӳçи Виталий Сучков тата ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Пётр Чекмарев хутшӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле Мускавра пурӑнакан чӑвашсем пулнӑ.

Мускаври фотокурав ноябрӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлӗ, унтан ӑна Шупашкарти Республика тӳремне куҫарӗҫ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев