Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мускаври Акатуйра Тутарстан чăвашӗсем те йышлă делегаципе пулчӗç

Июлӗн 1-мӗшӗ Мускавра чăваш кунӗ пулчӗ тесен те йăнăш мар. Хула мэрийӗ кăçал чăвашсен çӗр ӗçӗн уявне – Акатуя – ирттерме хула варринчен инçе мар темӗн пысăкăш «Сокольники» парка уйăрса панă. Çавăнпа унта Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчи, хулари, пурӗ 87 пин ытла йăхташ валли юрлама, уяв картине тăма, вăйăсем выляма, кӗрешме, çав шутра йывăç сулхăнӗнче ларса канма та, вырăн çителӗклӗ пулчӗ. Палăртса хăвармалла, Пӗтӗм чăваш Акатуйне Федераци шайӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ ЧР Культура министерствипе пӗрле йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, чăваш Акатуйӗ Мускавра 1930 çултанпа иртет. Малашне те июль уйăхӗн пӗрремӗш шăматкунӗнче тӗп хулара тӗл пуласса шанаççӗ чăвашсем.

Тутарстан чăвашӗсем эпир те йышлă делегаципе (ăна ТР ЧНКА председателӗн çумӗ К.Малышев ертсе пычӗ) хутшăнтăмăр: Хусанти çамрăксен «Ӗмӗт» ушкăнӗ, Софийăпа Стефания Чаркинасем, Нурлат районӗнчи Киклӗпуç ялӗн «Çеçпӗлпе» Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх ансамблӗсем, «Сувар» хаçат редакцийӗ, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн пайташӗсем тата ыттисем, пурӗ 100 яхăн çын. Сăмах май, тӗп хулана çитсе килме автобус панăшăн, çул хакне саплаштарнăшăн «Звениговское» хуçалăх ертӳçине И.Казанкова, ТР ЧНКА председательне А.Самаренкина тата Нурлатпа Çӗпрел район пуçлăхӗсене Д.Ишкинеевпа М.Гафарова тав тăватпăр.

Сумлă хăнасен шучӗ те пӗчӗк марччӗ, пухăннисене ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев, Росздравнадзорăн ертӳçи Алла Самойлова, РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗçлекен комитечӗн ертӳçи Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачӗсем Алена Аршиновăпа Алла Салаева, Раççей Геройӗ, РФ ЧНКА ертӳçи Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Ульяновск облаçӗн Правительствин Председателӗн çумӗ Вадим Андреев саламларӗç. Паллă театрпа кино актерне Станислав Садальские те курма пулчӗ кунта, вăл уяв картине тăма та, халăх хушшинче çӳресе чăвашсемпе калаçма та ӳркенмерӗ. 

Йӗркелӳçӗсем Чăваш Енпе туллин паллаштарма тӗллев лартни сисӗнчӗ. Республикăри кашни муниципаллă район «наци çурт-йӗрне» йӗркеленӗ, кунтах «Паха тӗрӗ» фабрика çӗленӗ наци тум-юмӗ те, ал ăстисен тухйи-хушпăвӗпе тӗрӗллӗ алшăллийӗ те тата ытти нумай япала куçа йăмăхтарчӗ. Чăваш Республикин экономика аталанăвне статистика кăтартăвӗсем çинче никӗслесе пурте ăнланмалла чӗлхепе, çӗнӗлле (çӗр чăмăрне çавăрмалăх пăрăх, Раççей хӗрӗсен çӳçне саратма çителӗклӗ водород перекиçӗ, çулталăкне Раççейри кашни çын пуçне 700-шер грамм конфет кăларни, кашни 6-мӗш çын Шупашкар нускине тăхăнни тата çавăн пек ытти нумай-нумай япала çинчен) хатӗрленӗ видеопрезентаци чăнах та вăйлă пулчӗ. Ăна пăхсан Атăлçи тăрăхӗнчи калăпăшӗпе чи пӗчӗк республика вӗлле хурчӗ евӗр ӗçлесе пурăннине чăнах та ӗненетӗн. Иван Яковлевăн Халалӗн йӗркисем те мăнаçлăн янăрарӗç. Культури пуян чăвашăн, юрри-ташши чунри кашни хӗлӗхе пырса тиврӗ.

 Йăлтах аван та илемлӗ, пӗр «анчаха» шута илмесен. Раççейре шучӗпе пиллӗкмӗш вырăн йышăнакан халăхăн культури хальхинче те пӗр Чăваш Республикине кăна пырса тиврӗ. Петӗр Хусанкайăн ятне те акă Чăваш Енре кăна кашни чăваш пӗлет имӗш. Калăн ытти регионсенче чăвашсем пурăнмаççӗ, çав кун Мускава килмен те вӗсем. Тӗрӗслӗхшӗн палăртса хăварам, Ульяновск облаçӗнчен кăна 6 ансамбль килсе çитнӗччӗ, тутарстансем эпир те сахалăн марччӗ, пушкăртстансемпе ытти регионсем пирки те çавнах каламалла, анчах кама интереслӗ ку? Пӗтӗм Чăваш Акатуйӗ валли ятарласа сценари хатӗрлесе чăрманман ахăр йӗркелӳçӗсем, Республика уявӗн сценарийӗпе усă курнă, яланхилле «кун пек те каять» тенӗ-ши, унсăрăн хăлхана çуракан «йăнăшсене» тӳрлетнӗ пулӗччӗç. Шăпах çавăнпа ӗнтӗ, нумай çисен пыл та йӳçӗ тенешкел, тӗп сцена çинче Чăваш Ен пӗр хăй кăна икӗ сехет ытла саркаланни халăха йăлăхтарчӗ пулмалла, сцена умӗ пӗр вăхăта йăшрӗ. Мăнаçлăн пуçланă уявăн хӗлхемӗ вăй илес вырăнне майпен вăйсăрланма тытăнчӗ. Олег Николаев хăй сăмахӗнче «эпир пӗрле» текелерӗ пулсан та, яланхи пекех хальхинче те чăвашсене «шалтипе тулашри» çине пайламасăр пултараймарӗç. Регионсенчен килнӗ чăвашсене иккӗмӗш пайра тин, унта та пӗр юрăран ытла мар, юрлама, ирӗк пачӗç. Çавăнпа мӗн каласан та, пӗр наци, пӗр çемье пулаймарăмăр хальхинче те. Мероприятин статусӗ Пӗтӗм чăваш Акатуйӗ-тӗк, ячӗшӗн кăна пулмалла мар вăл, çӗр çинчи мӗнпур чăваша пӗрлештермелле. Кашни регион чăвашӗн хăйне евӗр илемӗ, юрри-ташши. Уява ертсе пыракансене кашни тухмассерен йӳнӗ пафослă тем вăрăмăш текстсем вулаттарса ăнран ярас вырăнне Чăваш Енпе регионсенчи ансамбльсене пӗр-пӗрне ылмаштарса сцена çине кăларнă пулсан эпир тӗрлӗ тӗслӗ чечекрен çыхнă илемлӗ пуç кăшăлӗ пек курăннă пулăттăмăр. Капла вара, Чăваш Ен утияла каллех хăй çине кăна туртнипе, мероприяти Шупашкар Акатуйне çаврăнчӗ. Культурăра апла тума юрамасть, эпир пӗр халăх, тӗллев те пирӗн пӗр – тăван культурăна сыхласа хăварасси. Хуть мӗн калăр та, эпир пӗр-пӗринсӗр тулли мар, тӗрлесе пӗтермен тӗрӗ евӗр пушă.

Тутарстансем пирки калас-тăк, вӗсем маттур, пурте. Ытти регионсенчи чăвашсем пекех уявăн иккӗмӗш пайӗнче, «Межрегиональная выставка-форум. Параллели: песни мудрости чувашского народа» фестивальте кăна сцена çине тухрӗç. Регион чăвашӗсен юрри-ташши уява темле çӗнӗ вăй вӗрсе кӗртрӗ, халăх каллех сцена патнелле туртăнчӗ. Пухăннисене Ульяновск хулипе облаçӗнчи чăвашсен ятӗнчен УОЧНКА ертӳçи Владимир Бабайкин, тутарстансен ятӗнчен ТР ЧНКА ертӳçин çумӗ Константин Малышев ăшă салам каларӗç. Константин Анатольевич пухăннисене пурне те июлӗн 8-мӗшӗнче Петӗр Хусанкайăн тăван ялӗнче – Элкел районӗнчи Сиктӗрмере – иртекен Уява килме йыхăрчӗ. 

Хусан çамрăкӗсен «Ӗмӗт» ансамблӗн хӗрӗсен сасси парк тăрăх хитрен ян кайрӗ, каччăсем вӗсене куç илмесӗр сăнарӗç. Пӗртăван Софийăпа Стефания Чаркинасене куракансем темӗнччен алă çупрӗç. Хусанта ӳсекен пӗчӗк хӗрпӗрчисем тăван чӗлхепе таса юрлани тӗлӗнтерчӗ те, мăнаçлантарчӗ те вӗсене. «Çеçпӗлпе» «Хӗлхем» пирки те çавнах каламалла, пӗлеççӗ вӗсем халăха савăнтарма. Сăмах май, Тутарстанран кайнă делегацисӗр пуçне сцена çине тухакан ентешсем татах пулчӗç: Хусанта пурăнакан Августа Уляндина «Ярды» ушкăнпа, Алексеевски районӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Мускавра пурăнакан Мила Ильдуганова, «Дуняша» ушкăнăн солистки, Пăва районӗнчи Пӳркел хӗрӗ Наталья Дмитриева. Çапла кӗрлесе те шавласа иртрӗ Акатуй, хамăра туллин кăтартаймасан та тахçан курман юлташсемпе тӗл пулма, çӗннисемпе паллашма май пачӗ вăл.

Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Акатуй