Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци культурисемпе халăхсен йăлисене халалланă Çулталăка Пăвара чăваш концерчӗпе уçрӗç

Пăвари Культурăна аталантаракан центрта Наци культурисемпе халăхсен йăли-йӗркисен Çулталăкне уçса пысăк концерт иртрӗ. Ăна Пăва районӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Уяв» халăх ансамблӗн 10 çуллăхне халалланăччӗ.

Пăвасене саламлама йышлă хăнасем Тутарстанри кӳршӗ районсенчен, Чăваш Республикинчен, Ульяновск облаçӗнчен килнӗччӗ. 
Пăва районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ленар Шакирзянов уяв хăнисене саламларӗ. Вăл район администрацийӗн парнине – 100 пин тенкӗлӗх сертификата ансамблӗн ертӳçине Вадим Андреева парнелерӗ. 
Çавăн пекех «Уяв» ансамбле Ульяновск облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ Валентина Тарават тата ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев тата ытти чӗннӗ хăнасем саламларӗç, парнесем пачӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев