Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наградăсемпе, творчество хавхаланăвӗпе таврăнӗç килӗсене

Хусанта V «Шомбай-fest-2024» Халăхсен хушшинчи пукане театрӗсен фестивалӗ вӗçленчӗ


Хусанта V «Шомбай-fest-2024» Халăхсен хушшинчи пукане театрӗсен фестивалӗ вӗçленчӗ

Ӗнер чаплă мешехере пӗтӗмлетӳсем туса пултаруллисене наградăсем парса хавхалантарчӗç.
Ятарлă дипломсем:
«Вылякан пуканесен искусстивине парăннăшăн» — Баку марионеткăсен театрӗ
«Пукане театрӗн меслечӗсемпе наци йăлисене кăтартма пӗлнӗшӗн» — «Сабантуй» спектакль, Владимир Аношкин. Пушкăрт патшалăх пукане театрӗ.
Кӗçӗн çулти куракансем валли «Чи лайăх спектакль» — «Теремок», Петр Васильев. Мурманск область пукане театрӗ
Пукане тетарӗ валли пӗрремӗш вырăс пьесине сцена çине тавăрнăшăн — «Сказ о Царь-Девице — удивительной царице, о ее друзьях и недругах, справедливости и смелости» спектакль, Владимир Одоевский. Луганск академи пукане театрӗ.
ТР МХХ Культура тишкерӳçисен дипломӗ 
«Виртуозла ăста вылянăшăн» — «Золочёные лбы», Борис Шергин.
Рязань патшалăх область пукане театрӗ.
«Ачасене те, аслисене те пăхăнтарнă асамлăхшăн» — «Маленький принц» спектакль, Р.Ренц. Антуан де Сент-Экзюпери юмахӗ тăрăх.
Оренбург патшалăх область пукане театрӗ.
Тӗп дипломсем:
Иккӗмӗш планри чи лайăх актер ӗçӗ — Иван Панин (Король, Фонарщик, Ӗçлӗ çын, Лис) «Маленький принц» спектакль, Р.Ренц. Антуан де Сент-Экзюпери юмахӗпе. Оренбург патшалăх область пукане театрӗ.
Чи лайăх актер ӗçӗ — Сергей Тульский, Илья ролӗшӗн. «Синюшкин колодец» Спектакль, Павел Бажов. Владимир область пукане театрӗ
Чи лайăх актер ансамблӗ — «Скупой» спектакль, Жан-Батист Мольер
Çырчалли патшалăх укане театрӗ.
Чи лайăх ӳнерçӗ ӗçӗ — Захар Давыдов, «Петрушка» спектакль, А.Борок, А.Занога. В.Вольховский ячӗллӗ Челябинскпатшалăх пукане театрӗ. 
Чи лайăх реăиссер ӗçӗ — Руслан Кудашов, «Луна Сальери» спектакль, А.С.Пушкин. «Брестский театр кукол» Беларусь Республикин тава тивӗçлӗ коллективӗ. 
Чи лайăх спектакль — «Мойры Петроградского района», Константин Федоров. Мускав уçă пукане театрӗ.
Фестиваль вӗçленнине халалланă чаплă каç «Экият» пукане театрӗ хăйӗн 90 çулхи юбилейне палăртнă. Унта ТР культура министрӗ Ирада Аюпова театра 90 çулхи юбилейпе тата «Шомбай-fest-2024» Хадлăхсен хушшинчи пукане театрӗсен фестивалӗ вӗçленнипе саламланă. 
«Экият» театра никӗсленӗренпе икӗ чӗлхепе лартать спектакльсене. Театрта икӗ труппа ӗçлет — вырăс тата тутар труппи. Çаплах «Экият» Раççейре наци труппине упраса хăварнă пӗртен-пӗр театр. 
2022 — 2023 çулсенчи сезона пӗтӗмлетсе «Ылтăн Маска» Наци театр премийӗн мешехинче «Экият» виçӗ «Ылтăн Маска» çӗнсе илнӗ.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль