Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Нарспи» поэма икӗ чӗлхепе кун çути курчӗ

«Нарспи» поэма чăваш литературин классикӗн Константин Ивановăн чи паллă хайлавӗсенчен пӗри шутланать. Тӗпре – Нарспипе Сетнерӗн телейсӗр юратăвӗ. Çамрăк поэт ăна 17 çулта çырнă, поэмăри сюжет çивӗчлӗхӗ, сăнарлăхӗ кирек хăш ӳсӗмри вулакана та тыткăнлать.

Произведени пирвайхи хут 1908 çулта кун çути курнă, унтанпа ăна нумай хут пичетленӗ, тӗрлӗ чӗлхене куçарнă. Чăваш кӗнеке издательствинче çак кунсенче «Нарспи» поэма икӗ чӗлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курчӗ. Вырăсла Петӗр Хусанкай чăваш халăх поэчӗ куçарнă. Кăларăм хуплашкине Александр Федоров çамрăк художник хатӗрленӗ, кӗнекене Наталия Орлова илемлетнӗ.

Владимир СТЕПАНОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели 135-летие со дня рождения Константина Иванова Нарспи