Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Назар: «Çӗршыв хăрушсăрлăхӗ пиртен килнине питӗ лайăх ăнланатпăр»

Пӗлтӗр кӗркунне Иван мобилизаципе каякансен шутне лекнӗ текен хыпар пирӗншӗн те кӗтменлӗх пулчӗ. Çав вăхăтранпа эпир унăн ӗçӗсемпе кăсăкланатпăр. «Мӗнле унта Ваня? Шăнкăравларӗ-и?» – кашни ӗç кунӗ пирӗн çакăн пек ыйтусенчен пуçланать. Çак вăхăт хушшинче эпир хамăрăн ӗçтешӗн кăмăл-туйăмне те тӳрех пӗлме пуçларăмăр – енчен те Виктор Иванович ӗçе йăл кулăпа килчӗ пулсан, ывăлӗпе телефонпа калаçнă, кăмăлсăр-тăк – ывăлӗ тахçантанпа çыхăнăва тухман.

Нумай пулмасть пирӗн пата Виктор Назаров водителӗн ывăлӗ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканскер (çарти хушма ячӗ Назар) хăнана килсе курчӗ.

Пӗлтӗр кӗркунне Иван мобилизаципе каякансен шутне лекнӗ текен  хыпар пирӗншӗн те кӗтменлӗх пулчӗ. Çав вăхăтранпа эпир унăн ӗçӗсемпе кăсăкланатпăр. «Мӗнле унта Ваня? Шăнкăравларӗ-и?» – кашни ӗç кунӗ пирӗн çакăн пек ыйтусенчен пуçланать. Çак вăхăт хушшинче эпир хамăрăн ӗçтешӗн кăмăл-туйăмне те тӳрех пӗлме пуçларăмăр – енчен те Виктор Иванович ӗçе йăл кулăпа килчӗ пулсан, ывăлӗпе телефонпа калаçнă, кăмăлсăр-тăк – ывăлӗ тахçантанпа çыхăнăва тухман.

Боец валли посылкăна та эпир çаплах пӗрле туслăн пухрăмăр – ăшă тумтир, футболкăсем, апат-çимӗç тата ыттине те туянтăмăр. Çуралнă кунне те тимсӗр хăвармарăмăр – çав кун эпир ун патне ырă сунăмсемлӗ видеосалам ятăмăр.

Коллективра ăна чылайăшӗ унччен пӗрре те курман пулин те, вăл пирӗншӗн питӗ çывăх. Çавăнпа кӗске вăхăтлăх отпускӗнче пирӗн пата килсен эпир ăна хамăр çемьери çын пек ăшшăн кӗтсе илтӗмӗр. Кашни ăна ыталаса ырă сунăмӗсене пӗлтерме васкарӗ.

– Эпир сана курма питӗ хавас, сывă тата хăвăртрах килне таврăнма сунатпăр, – терӗ «Нурлат-информ» филиалăн тӗп редакторӗ-ертӳçи Резеда Гиняева коллектив ятӗнчен.

Салтак вара ăна çакăн пек ăшшăн, кăмăллăн кӗтсе илӗç, хăй каланă тăрăх, ашшӗ çакăн пек туслă коллективра ӗçлет тесе шутламан та.

– Эпир Волноваха енчи Владимировка патӗнче служба иртетпӗр, – пӗлтерчӗ Назар хушма ятлă ентешӗмӗр. – Нурлатран тата яшсем пур, пӗр вунă çын. Туслашма та ӗлкӗртӗмӗр. Тӗрли пулать, паллах, тăшмансем персех тăраççӗ. Мобильлӗ çыхăнупа та йывăрлăхсем пур, уйрăмах интернетпа. Çавăнпа тăвансем патне те яланах шăнкăравлама май çук, пӗр эрне ытлана та çыхăнусăр юлни пулать. Анчах пурпӗрех эпир хавхалануллă, çӗршыв хăрушсăрлăхӗ пиртен килнине питӗ лайăх ăнланатпăр. Паллах, килтен посылкăсем ярса пани пысăк пулăшу. Апат хамăр пӗçеретпӗр, Нурлатри волонтерсем хатӗрленӗ çимӗçсем те пирӗн пата çитеççӗ.

Шел пулин те, пирӗн тӗлпулу вăраха тăсăлмарӗ. Салаткăн отпуск вăхăтӗнче пур çӗре те ӗлкӗрмелле вӗт – тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тата тусӗсемпе тӗл пулмалла. Эпир вара Ивана чи ăшă сунăмсемпе ăсатнă хыççăн вăл илсе килнӗ кучченеçсемпе чей ӗçрӗмӗр.

Лейсан ГАЛИЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗнче Иван Назаров ашшӗпе.  

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев