Николай Гаврилов Санкт-Петербургри Çамрăксен канашӗнче
Санкт-Петербургри Национальноçсен çуртӗнче Çамрăксен канашӗн пӗрремӗш ларăвӗ иртрӗ. Ларăва Наци çурчӗн директорӗ Игорь Жуков тата канаш кураторӗ, Чăваш наци-культура автономийӗн председателӗ Валериан Гаврилов хутшăнчӗç.
Игорь Александрович Çамрăксен канашӗ тӗрлӗ наципе культура пӗрлешӗвӗсен çамрăк представителӗсем хушшинче диалог йӗркелемелли пӗлтерӗшлӗ площадка пулнине палăртрӗ. Уçă сасăлав хыççăн канаш председателӗ пулма «Омское землячество» регионти общество организацийӗн представительне Сергей Глебова суйларӗç. Президиумра тăхăр çын, çӗнетнӗ канаша пурӗ 32 çын кӗчӗ.

Канаша çамрăксен организацийӗсен тата наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсенчен йӗркелеççӗ, кашни нацирен пӗрер. Президиум пайташӗсенчен пӗри – Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш çамрăксен организацийӗн председателӗ Николай Гаврилов.

Николай Гаврилов Петроград районӗнчи 50-мӗш шкула ылтăн медальпе 2018 çулта пӗтернӗ. Вăл футболпа кăсăкланать, «Динамо» клубшăн вылянă чухне çамрăксен командисен хушшинче иртнӗ Санкт-Петербурги чемпионатăн призерӗ пулнă. 2018 çулта Николай Гаврилов П.Ф. Лесгафт ячӗллӗ наци патшалăх физкультура, спорт тата сывлăх университетне вӗренме кӗнӗ. Бакалавриатпа магистратурăна лайăх паллăсемпе пӗтернӗ, халӗ вăл футбол теорийӗпе методикин кафедрин ассистенчӗ тата «Зенит» футбол клубӗн академийӗн тренер-преподавателӗнче ӗçлет.
2016 çултанпа Николай чăваш ентешлӗхӗн пайташӗ, 2018 çултанпа – Чăваш çамрăкӗсен организацийӗн председателӗн çумӗ, 2019 çултанпа Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш çамрăкӗсен организацине ертсе пырать.
Николай Гаврилов спорт ăмăртăвӗсем, çамрăксен конференцийӗсем, çавра сӗтелсем тата наци уявӗсем йӗркелет. Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшнă çӗре те хутшăнать.
Национальноçсен çуртӗ çумӗнчи çамрăксен канашӗ тӗрлӗ наципе культура ушкăнӗнчи çамрăксемпе ӗçлес ӗçре пысăк вырăн йышăнать. Унăн тӗллевӗсем – патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртесси, гражданла уйрăмлăха çирӗплетесси тата экстремизма сиресси.
.jpg)
Çак канаш çамрăк та хастар ачасене обществăшăн кирлӗ проектсене хутшăнма пулăшать. Вăл тӗрлӗ халăхсем хушшинчи хутшăнусене йӗркелеме пулăшакан идейăсене ырлать. Канаш тӗрлӗ вӗренӳ, культура тата патриотизм мероприятийӗсене йӗркелет. Çавăн пекех çамрăк ертӳçӗсене хăйсен ӗçӗнче тата харпăр пурнăçӗнче аталантарать.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев