Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Плотникова тинех медаль пачӗç

Чăваш чӗлхин аталанăвӗпе пуласлăхӗшӗн нумайăшӗ пуш сăмах çаптарнă хушăра вăл шăппăн кăна кирлӗ те пысăк ӗçсем туса хучӗ.

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников тахçанах Чăваш Ен ертӳçисенчен пысăк чыса тивӗç. Чăваш чӗлхин аталанăвӗпе пуласлăхӗшӗн нумайăшӗ пуш сăмах çаптарнă хушăра вăл шăппăн кăна кирлӗ те пысăк ӗçсем туса хучӗ. Паян эпир интернетра чăваш чӗлхипе усă курма пултарни те унăн тивӗçӗ. Тинех ырă хыпар илтрӗмӗр. Чăваш халăх сайчӗ пирӗн тусăмăра, Николай Плотникова, Чăваш Республикин Пуçлăхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне хатӗрленӗ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Олег Алексеевич апрелӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Тӑван чӗлхен пуянлӑхне тӗнчене кӑларас, ӑна ҫитес ӑру валли упраса хӑварас тӗллевпе Николай Плотников пурнӑҫлакан пысăк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫе ҫакӑн пек сума суни халиччен пулманччӗ-ха. Чӑваш тӗнчин хастарӗсемшӗн кӑҫалхи Чӑваш чӗлхи кунӗ чылайлӑха çакăнпа асра юлӗ.

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев