Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Новая волна» музыка фестивалӗ кăçал та Хусанта пулать

Çакăн пирки ку эрнере Хусан хулин мэрӗ Ильсур Метшин пӗлтернӗ.

«Хусан хăнасене йышăнма, асран кайми мероприяти йӗркелесе ирттерме хатӗр. Тавах пирӗн çывăх тусăмăра Игорь Крутой маэстрăна, вăл пирӗн пуçарăва яланах тӗрев парать», – тенӗ Ильсур Раисович тунтикун иртнӗ канашлура.

Хальлӗхе фестиваль программи еплерех пуласси пирки хыпар сахалрах-ха. Çапах та Хусан мэрӗ Игорь Крутой ирӗк панипе хăш-пӗр вăрттăнлăхсене уçса панă. Тӗслӗхрен, фестивалӗн пӗр кунне Димаш Кудайбергенпа Игорь Крутойăн пӗрлехи творчествăлла проектне халаллӗç. Çавăн пекех пӗр куна Раймонд Паулсăн творчествăлла еткерлӗхӗпе çыхăнтарасшăн – композитор кăçал хăйӗн 90 çулхи юбилейне паллă тума хатӗрленет.

 

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев