Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнтӗ вырмана тухма вăхăт, вӗсем Акатуй ирттереççӗ

Ӗлӗк пулсан кун пек аташса выртакан çынсене тăрăхласа намăслантаратчӗçех. Паянхи чиновник апппрачӗн хăйӗн календарӗ: плана кӗртнӗ, укçа уйăрнă, ирттермелле! Хальхи вăхăтра август варринче те ака уявне ирттерекенсем пур. А мӗн? Уçăма августра акаççӗ вӗт...

Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Саратов облаҫӗн Пасар-Карапулак районӗн Шняево (Ĕшнеуй, Шнеуй, Шнейӳ) ялӗнче чӑваш наци уявӗ "Акатуй" иртрӗ.
Муниципалитетри ял хутлăхӗсем тӑрӑшнипе чӑваш, мăкшă, тутар, вырӑс наци кил-картишӗсем тата уйрӑм куравсем ӗҫлерӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем пурте ӑстаҫӑ урокӗсене кӗрсе пукане тума-илемлетме е наци эрешне тӗрлеме пултарчӗҫ.
Чӑваш уявне ирттермелли вырӑна ӑнсӑртран суйламан иккен. Шняевӑпа кӳршӗри Шурӑ Ту ялсенче виҫӗ ӗмӗр ытла чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 2009 ҫултан пуҫласа регионти Акатуй ҫак вӑрманпа витӗннӗ сӑртсем хушшинчи уҫланкӑра иртет.
Ку ӗнтӗ халӗ йӑлана та кӗнӗ.
Акатуй ячӗпе ентешсене
облаçри шалти политикӑпа общество хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Виталий Шустов саламларӗ, нацисем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫирӗп пулнин пахалӑхне палӑртрӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев сцена ҫине тухса ЧНК президиумӗн, регионӗсенчи тата вырӑнти уйрӑмӗсен, пур пайташӗсен ячӗпе те ентешсене саламларӗ, чи мухтавлисене Хисеп грамотипе парне парса чысларӗ. 2022 ҫулхи чӑвашсен ака ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ уявӗсене пӗтӗмлетсе каланӑ май, Чӑваш Республикинче те, Раҫҫей регионӗсенче те праҫниксем тивӗҫлӗ шайра иртнине палӑртрӗ
, тесе пӗлтерет Конгресăн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев