Республикăра виçӗ е ытларах ача ӳстерекен çемьесене çӗр лаптăкӗсемпе тивӗçтерес ӗç малалла пырать.
Ноябрӗн 21-мӗшӗ тӗлне участоксене илмелли списока 72249 çемье кӗртме йышăннă, вӗсенчен 18158 заявлени Хусантан килнӗ, 9 505-шӗ – Çырчаллинчен.
Паянхи кун тӗлне Тутарстанра 61 192 çӗр участокне кадастр учетне тăратнă, çав шутра 11 520-шӗ – Хусанта, 4 771-шӗ – Çырчаллинче.
Виçӗ е ытларах ачаллă çемьесене республикăри муниципаллă районсенче, çав шутра Хусанпа Çырчаллинче пурӗ 54 451 çӗр лаптăкӗ панă.
Нет комментариев