Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нумай ачаллă çемьесене удостоверени пама пуçлаççӗ

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен нумай ачаллă çемьесене удостоверени пама пуçланине пӗлтернӗ ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова «Татарстан онлайн» тӳрӗ эфирта.

Удостоверени форми Раççейӗпе пӗр евӗр пулать.

«Нумай ачаллă çемьесене удостоверени октябрӗн 1-мӗшӗнчен пама пуçлатпăр. Унпа усă курса льготăпа культура учрежденийӗсемпе музейсене кӗме, çавăн пекех çемьепе выставкăсене те çитсе курма май пур. Документ çемьене парăнать. Удостоверение социаллă хӳтлӗх уйрăмне кайса илмелле», — пӗлтернӗ Эльмира Зарипова. 

Спикер палăртнă тăрăх, Тутарстанра кун пек нумай ачаллă çемьесен шучӗ 55 пине çитет. Вӗсене пурне те çитес вăхăтра СМС-уведомлени ярса социаллă хӳтлӗх уйрăмне палăртнă вăхăта удостоверени илме чӗнеççӗ. Çавăн пекех ашшӗ-амăшӗн паспорчӗсемпе сăнӳкерчӗкӗсем кирлӗ пулнине та каласа хăварнă министр. 

Удостоверенипе ытти хуласенче те усă курма юрать. Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтересси — «Демографи» наци проекчӗн тӗп задачисенчен пӗри.

Тӳрӗ эфир вăхăтӗнче тунă скриншот.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Многодетные семьи